19 декабря 2012 г.
Кăчухнехи пурнăçа кашни çын хăйне майлă хак парса йышăнать пулин те, пĕтĕмĕшле илсен ÿпкелешмелли сăлтавĕсем нумай мар темелле. Ÿркев серепине çакланманнисем ĕçне те тупаççĕ, çурт-йĕрне те çĕнетеççĕ, капăр тумланаççĕ... тата хăйсен çемйипе хаклă йышши автомашинăсемпе те ярăнса çÿрееççĕ. Паянхи сăмахăм районта сакăр пин урлă каçнă автомашина хуçисен хăйсен пурнăçне çеç мар, унпа юнашар ларса пыракан пепкин малашлăхне сыхласа хăварас тесе çирĕп пăхăнмалли йĕрке пирки пулĕ. “Авангард” хаçат тĕпелĕн хăни – районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А. Петров.
– Хальхи вăхăтра Раççейре “Автокресло – ачасене” социаллă кампани пырать. Ăна РФ ШĔМĕн Патшалăх автоинспекцийĕ пуçарнă, Автостраховщиксен союзĕ тата “Хăрушсăрлăх çул çÿрев” общество организацийĕ хутшăнаççĕ. Çак акципе килĕшÿллĕн пирĕн районти çул-йĕр инспекторĕсем те тăтăшах рейдсем йĕркелеççĕ, ачасем автокреслăсенче ларса пынине тĕрĕслеççĕ. Паян чăнах та çак тема пирки мĕн-пур водитель илтмелле чан çапма вăхăт çитрĕ. Статистика кăтартăвĕсем çакна çирĕплетсе параççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра Раççейре ачасем автоаврисене лекнĕ тĕслĕхсен шучĕ 5,4 процент пысăкланнă. Пĕтĕмпе 749 ача пурнăçĕ татăлнă, 17,2 пин ытла ача суранланнă. Вилнисен шутĕнчи 252 ача çуран пулнă, 400-шĕ пассажирсем. Чуна ыраттаракан кăтартусем республикăра та пĕчĕк мар. Маларах асăннă тапхăрта 16 çул тултарман ачасем хутшăннипе 236 авари пулнă, вĕсенчен 110 тĕслĕхре каллех вĕсем пассажирсем пулнă май инкек тÿснĕ. Çав шутра 48 ача (вĕсенчен тăваттăшĕ вилнĕ) транспортпа çула тухнă май ятарлă креслăра ларман, хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнман. Сакăр тĕслĕхре чылай чухнехи пекех пепкисене амăшĕсем алăра тытса пынă, аварие лекнĕ май икĕ çылăхсăр чунăн пурнăçĕ татăлнă. Кун пек тĕслĕхсем районта та çук мар. Çулталăк пуçланнăранпа çул çитмен ачасем хутшăннипе виçĕ авари пулнă. Инспекторсем çирĕплетнĕ тăрăх, юрать-ха, вĕсенче пĕчĕк гражданинсене хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнтарнă.
Ашшĕ-амăшне хăйĕн пепки савăнăç çеç кÿтĕр, çемьене хуйхă йăтăнса ан антăр тесен çул çине автомашинăпа тухсан йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Çакна шута илĕр: авари вăхăтĕнче автокреслăна ларса шанчăклă çыхнă ача вилмеллех суранланас хăрушлăх 2,5 – 3 хут чакать; ача креслине вырнаçтармалли чи шанчăкли, хăрушсăрри вара автомобилĕн хыçалти ларкăчи çинчи варринчи вырăн, чи хăрушши – пассажирăн малти ларкăчĕ.
Калаçăва
А.ЕГОРОВА çырса илнĕ.