07 сентября 2013 г.
Ача _ кашни ашшĕ-амăшĕшĕн чи хакли, чи пахи. Анчах кун çути парнелекенсен айăпне пулах хăш-пĕр чухне пепкесем сар хĕвел çутипе киленеймесĕрех ку тĕнчерен уйрăлаççĕ.
Çулталăк тултарман ачасен вилессине чакарассипе Чăваш Республики юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕнче лайăххисен шутĕнче тăрать. Çитĕннисем тухтăр каланине итлесен, кăтарту тата та аванрах пулĕччĕ. Чылай чухне амăшĕсем тин çеç çут тĕнчене килнĕ тĕпренчĕкĕсене каçхине хăйсем çумне çывăрма вырттараççĕ. Çуллахи вăхăтра ывăннăран, вăй илсе ĕлкĕрейменрен хĕрарă ним туйми çывăрса каять. Çакăн пек чухне инкек сиксе тухать те ĕнтĕ: кăкăрĕпе, пĕвĕпе е минтерпе пĕчĕкскере ăнсăртран пусарса вĕлерет. Акă, августăн 26 _ 28-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче, Вăрнар районĕнче 1,5 тата 2 уйăхри ачасен куçĕсем çак сăлтавсене пула ĕмĕрлĕхе хупăннă.
"Хисеплĕ аннесем! Ачапа пĕр крават çинче çывăрмалла мар, уйрăм вырăна хумалла", _ асăрхаттарать Чăваш Республикинчи ачасен правине хỹтĕлекен В. Рафинов.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)