АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сентябрьте тумалли ĕçсем

07 сентября 2013 г.

 Пахчара ĕç халĕ те вĕресе тăрать. Сивĕсем киличчен мĕн пур тымар çимĕçе пухса кĕртмелле, юлашки хăярпа помидора пухмалла.

Пахчара купăста кăна юлать темелле. Вăл сивĕрен хăрамасть, пылакланса çеç ларать. Кая юлса пулакан купăста сорчĕсене сентябрьте шăвармалла. Пуçне те пăхсах тăмалла, лăймака хуртпа симĕс хурт реххетленемеççĕ-и?

Кавăнпа кабачока сывлăш температури нуль градуса çитиччен кĕртсе хумалла. Нуль градус сивĕре пĕр каç выртнă кавăн хĕл каçаймасть _ çĕрет.

Сентябрь уйăхĕ ăшă тăнă чухне вĕсене ана çинче тата кăштах вырттарма юрать: сахăрĕ ытларах пухăнĕ, хуппи хытса çитĕ. Сентябрь уйăхĕн иккĕмĕш çурринче петрушкăпа сельдерей тымар çимĕçĕсене, йỹç кăшмана, çарăка кăлараççĕ. Типĕ те сулхăн вырăнта лайăх типĕтнĕ хыççăн вĕсене упрама ещĕксемпе карçинккасене хурса сулхăн вырăна лартмалла.

Пахча çимĕçĕнчен тасалнă вырăна уйăх пуçламăшĕнче кăштах укроп, петрушка, çулçăлăх сухан акма-лартма юрать. Хура кĕрчченех сĕтелĕр çинчен ем-ешĕл çимĕç каймĕ. Парник е теплица пулсан редис, кресс-салат, рукола та акма юрать. Ал айĕнче яланах симĕс витамин пулĕ.

Йỹçĕк çĕре извеçлеме ан манăр: пĕр сотка çĕр пуçне вăтамран 30-40 килограмм известь кирлĕ. Извеçленĕ çĕре навуспа çĕрĕк тăприне çуркунне хываççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика