АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Влаç тытăмĕ тулли йышлă

11 сентября 2013 г.

Çĕр-шыври пĕрлехи суйлав кунĕ пирĕн республикăра та лăпкă, суйлавçăсем йышлă хутшăннипе иртнĕ. Прокуратурăпа право йĕркелĕх хуралçисем патне территорири суйлав комиссийĕн членĕсенчен çăхав пулманнине çирĕплетнĕ.

Хăй вăхăтĕнче 6-мĕш Куславкка пĕр мандатлă суйлав округĕпе Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашне суйланнă А.В. Разумов урăх ĕçе куçнă май унăн парламентри вырăнĕ пушаннăччĕ. Текех вăл пушă пулмĕ: Куславккасемпе Сĕнтĕрвăррисем тата Вăрмарсем депутат мандатне "Пĕрлĕхлĕ Раççей" сĕннĕ Александр Никанорова шанса панă. Александр Николаевичшăн суйлава хутшăннисен 67,97 проценчĕ сасăланă.

Ытти районсенчи суйлавра район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене палăртнă. Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕсем сĕннĕ кандидатсем. Улатăр, Вăрнар, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Çĕрпỹ, Етĕрне, Шупашкар районĕсенчи суйлавçăсен хастарлăхĕ пысăк пулнине палăртма кăмăллă. Вĕсенчи суйлавçăсен 70-90 проценчĕ алла бюллетень илнĕ.

Влаçăн саккун кăларакан тата ĕç тăвакан тытăмĕсенче ĕнертенпе тулли йышпа ĕçлеме тытăннă.

Ю. ПЕТРОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика