АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Епле сĕтеклĕ-çке кăмпа!

11 сентября 2013 г.

Кăмпара çын организмне кирлĕ усăллă япала чылай. Пахча çимĕçпе танлаштарсан, кăмпасенче белокпа ỹсен-тăран çăвĕ нумайрах. Унсăр пуçне вĕсенче этеме усăллă фосфор, кальци, пăхăр, цинк, йод, марганец пур, тата _ А, В1, Д, РР, С витаминсем. Типĕтнĕ кăмпа шỹрпи аш шỹрпинчен те усăллăраххине ĕнентереççĕ. Шăрши те ырă. Апла пулсан кăмпа типĕтнĕ чух çак сĕнỹсем усăллă пулĕç.

Татса пухнă кăмпана çав кунах тирпейлеме тăрăшмалла. Нумай выртнă кăмпа тутине çухатать. Вăл хуртланма та пултарать. Уйрăмах йĕпе çанталăкра пухни часах çĕрет. Çавна шута илсе кăмпана çи-йĕнчех е типĕтме хумалла, е тăварламалла, е маринадламалла. Вăхăтра тирпейлемесен ăна çакăн пек тума та юрать: типĕтмеллисене суйласа илĕр те, çỹп-çапран тасатса, хут е фанера çине сарса хурăр, вĕсем пĕр-пĕрне ан перĕнччĕр.

Кăмпа типĕтекен пỹлĕмре сулхăн вăркăш пулсан аван.

Тăварламаллисене е маринадламаллисене вăхăтлăха тăварлă шыв ярса лартмалла. Вара кăмпа йỹçекĕ шыва тухать, çакă ăна тепĕр талăка яхăн упрама май парать.

Татнă хыççăнах типĕтес тетĕр пулсан, кăмпана çỹп-çапран тасатăр, хуртланнă вырăнсене касса пăрахăр. Çĕççи тутăхманни пултăр, унсăрăн часах хуралма тытăнать.

Типĕтнĕ кăмпара, тăварланипе тата маринадланипе танлаштарсан, тутлăх ытларах упранса юлать. Çапах та кашни çимелли кăмпа типĕтме юрăхлă мар, мĕншĕн тесен хăш-пĕр кăмпара йỹçĕк типĕтнĕ хыççăн та пĕтмест. Килти условисенче типĕтме юрăхлисем çаксем: шурă кăмпа, ăвăс кăмпи, хурăн кăмпи, мăк кăмпи, юман кăмпи, çĕвĕ кăмпи, кăтра кăмпа, палан кăмпи, сарă кăмпа... Кăмпана кăмакара, духовкăра, газ плити тата хĕвел çинче типĕтеççĕ. Хĕвел питĕнче уяр çанталăкра çеç типĕтме юрать. Кăмакара, духовкăра тата газ плити çинче типĕтни _ пуринчен те лайăхраххи. Типĕтме хатĕрленĕ кăмпана çумаççĕ, мĕншĕн тесен вăл хăй çумне нỹрĕк туртать. Кăмакара типĕтме ала çине сарса хураççĕ е тимĕр пралук çине тиреççĕ. Температура виçи 60-70 градус пултăр. Ытла вĕрипе вăл пиçме е ăшаланма, çунса кайма пултарĕ. Температура 50 градусран сахал чухне кăмпа пăсăлма пултарĕ.

Типĕтнĕ вăхăтра кăмпасенчен шыв тухсан ăна типĕтсех тăмалла. Вĕтти маларах типет, типнĕ май илсех тăмалла. Ăна вăхăтлă типĕтмелле, ытлашши пулсан, вăл тутине çухатать. Духовкăра та çавнашкалах типĕтеççĕ, анчах сывлăш кĕме алăкне уçсан лайăхрах. Кăмакара е газ плити çинче типĕтме ятарласа тунă решеткăсемпе усă кураççĕ. Газ плити çинче типĕтнĕ чух çип çине шăрçа евĕр тирсе çакаççĕ. Типсе çитсен те кăмпа хăй çумне нỹрĕк туртать, ун пек чух çийĕнчех кăвакарма пултарать. Çавăн пек пуласран ăна кантăк е тимĕр савăтра хупласа усрамалла. Пиртен çĕленĕ хутаçра усрамалла мар.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика