АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир ĕçĕсем вăраха каяççĕ

14 сентября 2013 г.

 Республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 221187 гектар çинче (97,7 процент) вырса çапнă. Вунă районта лаптăксем пушаннă. Пỹлмене 403 пин тонна ытла "сарă ылтăн" кĕнĕ. Гектарти вăтам тухăç 18,2 центнер. Вăрнар, Канаш, Çĕрпỹ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче кăтарту пысăкрах.

Хуçалăхсенче тата 5196 гектар çинчен вырса кĕртмелле. Улатăр, Шупашкар, Вăрнар, Çĕрпỹ районĕсенче вырман лаптăксем самай.Çанталăк çумăра кайни уй-хир ĕçĕсене вăраха ярать, тухăç та палăрмаллах чакать.

Çак вăхăт тĕлне çĕр улми 2447 гектар çинчен (23,1 процент) кăларса пуçтарнă. Гектартан вăтамран 153,8 центнер тухнă. Хуçалăхсенче кĕрхисене акма 80691 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çĕртме 64512 гектар тунă. Кĕрхи культурăсене 57541 гектар (57,5 процент) акнă. Елчĕк районĕнче вара çак ĕçе вĕçленĕ. Пурĕ 5500 гектар йышăннă вăл. Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Шăмăршă тăрăхĕсенче те çак ĕçе лайăх йĕркеленĕ.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси те малалла пырать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика