14 сентября 2013 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуран чупма юратакансем кашни çулах Пĕтĕм Раççейри "наци кроссне" йышлăн хутшăнаççĕ. Ăмăртăва йĕркелекенсем тĕрлĕ ыйтăва татса пама пуçăннă та ĕнтĕ: стартпа финиш, суту-илỹ, автотранспорт хатĕрĕсене вырнаçтармалли вырăнсене палăртаççĕ.
Çуран чупма юратакансем кашни ял тăрă-хĕнчех старта тухĕç.
Участниксене авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине 9 сехетре регистрацилеме пуçлаççĕ. Старт вара, пĕтĕм çĕр-шыври пекех, 12 сехетре.
Çĕнтерỹçĕсем Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви çирĕплетнĕ медальсене, дипломсемпе асăнмалăх парнесене ти вĕçĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)