АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçапа çыхăннă сăнавсемпе ĕненỹсем

14 сентября 2013 г.

Выртакан укçана, уйрăмах ĕлĕкхисене, илмеççĕ _ лайăх каласа пăрахман вĕсене.

Каçхине укçа алăран тыттармаççĕ, урайне хурса памалла.

Каялла килмелли укçа ытлашши кĕрсен çавăн чул виççĕ илсе каять теççĕ.

Кĕсье тĕпĕнче укçа виçĕ пус та пулсан çỹретмесен укçаран татăлатăн теççĕ.

Пĕрре авалтарах Вăта ялĕнчи пĕр Кирỹшке ятлă çын Аслă тăвайккире пысăк чукун чỹлмекпе пăхăрпа кĕмĕл укçа ларнине курнă тет. Укçана илсе каяс тесе чухăн чỹлмеке çĕклерĕ тет те çавăнтах суккăр пулса ларчĕ тет, нимĕн те курмасть тет. Укçа чỹлмекне хăй вырăнне лартрĕ тет те вара куракан пулчĕ. Темиçе хут илсе кайма тăрсан та ялан суккăр пулса тăнă тет. Çав укçа ларакан вырăна çăнăх е кĕл сапса хăвармалла тет. Тепĕр кунне кĕл çинче лаша йĕрри пулсан шуйттана лаша пусса парне памалла тет, çын йĕрри пулсан çын вĕлерсе памалла тет, вара шуйттан пытарса хăварнă укçана илме чармасть тет. Çав вырăнта çын йĕрри пулнă тет те, Кирỹшке çын вĕлерсе çылăха кĕресшĕн пулман тет. Халь унтан кайран çуннине курсан та тĕл вырăннех тупмалла мар тет. Укçана шуйттан вăхăчĕ-вăхăчĕпе типĕтет тет, çав типĕтнĕ чух вут çулăмĕ курăнать тет. Пỹрт мăкланă чух никĕс айне укçа хурсан çав пỹрт телейлĕ, пуян пулать теççĕ. Пытарса хунă укçа чăваш куçĕ умне вырăс хĕрарăмĕ пек тухса тăма пултарать. Пушăпа çапмалла та _ вара вăл куç умĕнчех ылтăн-кĕмĕл пулса сапаланса тăрать.

Çимĕк каç укçа вылять теççĕ, тиха пулса çỹрет теççĕ.

Çын патне усал тума укçа пырса пăрахсан, çав укçана кил хуçи тупса ун çумне пĕрер пус укçа хушса пăрахсан сиен тума пăрахнă çын вилет теççĕ.

Çул çинче месерле выртакан укçана илсен илекен çынни пăсăлать.

Тĕлĕкре кĕмĕл укçа курсан çанталăк сивĕтет.

Укçа каçпа кивçен памалла мар. Парас тесен те урайне пăрахса памалла.

Укçа тупсан киле илсе килмелле мар. Унпа мĕн те пулин çимĕç илмелле.

Чăвашсен çулсем çинче укçа е нухрат пăрахса хăварас йăла пур. Çав укçана тупакан чăваш мĕнле чухăн пулсан та пĕшкĕнсе илмест, пысăк укçа пулсан та. Çав укçана киле илсе килсен чăваш хăй килне хăй инкек илсе килнĕ пек пулать.

"Сăнавсем, ĕненỹсем..." кĕнекерен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика