АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шульăксен серепине çакланар мар

18 сентября 2013 г.

 СУЯ çулпа укçа ĕçлесе илес текенсен шучĕ кунпа мар, сехетпе ỹсет тейĕн. Пĕр вăхăтра кĕсье телефонĕсем çине "ывăлтан" е "хĕртен" ятарлă номер çине укçа хума ыйтса, кайран йăлтах ăнлантарса парассине пĕлтерсе смс-хыпарсем килетчĕç. Хуласене вĕренме янă ачасен ашшĕ-амăшĕ ултав "вăлтине" çакланни пирки те калаçкаларĕç. Çын куççулĕпе пуйма ĕмĕтленекенсемшĕн ку меслетсем кивелнĕ те иккен. Халĕ çĕннисемпе усă кураççĕ. Акă, организаци-предприятинче вăй хуракансем шалăва банк карттипе илеççĕ. Çакна шута илнĕ те ĕнтĕ вăрăсем. Нумай пулмасть Çĕнĕ Шупашкарти икĕ арçын патне смс-çыру килнĕ. Унта вĕсен карттинчен укçа илни пирки çырнă. Сехри хăпнăскерсем хыпарта кăтартнă номерпе суя банк "ĕçченĕсем" патне шăнкăравланă. Лешсем çывăхри банкомата кайма, ятарлă операци тума хушнă. Шульăксем каланă цифрăсене пухнă хыççăн иккĕшĕн те счечĕсем пĕр самантрах пушаннă.

Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен органĕ çакăн пек номерсемпе шăнкăравламалла марри пирки асăрхаттарать, картта илнĕ банка çитсех килме сĕнет. Енчен те хăвăра улталанине сиссен, вырăнти полици уйрăмне васкамалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика