18 сентября 2013 г.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче çул-йĕр правилисене пăснипе çыхăннă штрафсен суммисем ỹсрĕç. Административлă айăплавăн чи пĕчĕк виçи 500 тенкĕ таран хăпарчĕ.
Юсавсăр транспортпа е унпа усă курма май паман сăлтавсем пур пулсан ăна тытса пынăшăн унччен асăрхаттарнă е 100 тенкĕ штраф тỹлеттернĕ, халĕ _ асăрхаттару тата 500 тенкĕ штраф. Пĕлсе тăнă çĕртех юсавсăр тормоз тытăмĕлл
ĕ, руль е сцеплени управлениллĕ (поезд составĕнче) транспорт хатĕрĕпе çул çине тухсан енчĕке 500 тенкĕ чухлĕ пушатма тивет. Транспорт хатĕрĕн конструкцийĕнче пиçиххийĕсем пур, анчах водитель унпа çыхăнмасăр руль умне ларнăшăн, пассажирсем те вĕсене çаклатманшăн, çавăн пекех пассажирсене мотошлемсĕр е ăна çаклатмасăр ларса çỹренĕшĕн штраф виçи икĕ хут ỹснĕ. Вăл 1000 тенкĕпе танлашать. Транспорт хатĕрĕпе çỹреме ирĕк çук водителĕн тимĕр "урхамахпа" çул çине тухсан 5000 тенкĕрен пуçласа 15000 тенкĕ таран штраф тỹлеме тивет. Водитель удостоверенийĕсĕр хăварнине пăхмасăрах руль умне ларнăшăн малашне 30 пин тенкĕ штарф пама е 15 талăклăха арестлеме пултараççĕ, е 100 сехетрен пуçласа 200 сехет таран ĕçлеттереççĕ. Транспорт хатĕрĕпе çỹреме ирĕк çук е çакăн пек правасăр хăварнă çынна руль умне лартнăшăн унччен 2500 тенкĕ штраф тỹлемелле пулнă пулсан, сентăбрĕн 1-мĕшĕнчен _ 30 пин тенкĕ. Хĕрĕнкĕ пуçпа тимĕр "урхамахпа" çул çине тухнă водителĕн правине çухатнисĕр пуçне штраф та тỹлемелле пулать. Пĕрремĕш хут ỹсĕрле транспортпа çỹренĕшĕн 1,5_2 çуллăха удостоверенипе сыв пуллашнипе пĕрле 30000 тенкĕ штраф тỹлеме, тепĕр хут йĕркене пăссан 3 çул çуран утма тата 50000 тенкĕ кăларса пама лекет. Алкогольпе усă курнă çынна руль шанса панăшăн та административлă яваплăх тытмалла пулать. Транспорт хатĕрĕпе çỹреме ирĕк çук е унсăр хăварнă водитель эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнăшăн сентябрĕн 1-мĕшĕнчен _ 10 талăкран пуçласа 15 талăк таран арестлеме пултараççĕ (е 30000 тенкĕ штраф тỹлемелле). Хăш-пĕр водитель çул тăрăх пысăк хăвăртлăхпа "вĕçтерсе" çỹреме юратать. Çакă чылай чухне инкек патне илсе çитерет. Транспорт хăвăртлăхне палăртнинчен 10 километртан кая мар, анчах 20 километртан ытла мар ỹстерсен унччен асăрхаттарнă е 100 тенкĕ штраф тỹлемелле пулнă тăк, халĕ ку виçене пăрахăçланă. Транспортпа çỹреме юракан палăртнă хăвăртлăха 20-рен 40 км таран ỹстерсен 500 тенкĕ штраф тỹлемелле: 40-рен 60 км таран _ 1000-1500 тенкĕ, тепĕр хут йĕркене пăснăшăн _ 2000-2500 тенкĕ; 60-тан 80 км таран _ 2000-2500 тенкĕ шыраса илме е 4-6 уйăхлăха правасăр хăварма пултараççĕ, тепĕр хут йĕркене пăснăшăн _ çулталăклăха; хăвăртлăха 80 км-ран ытла ỹстерсен 5000 тенкĕлĕх штрафлама е 6 уйăхлăха правасăр хăварма пултараççĕ, тепĕр хут йĕркене пăссан водитель 1 çуллăха правасăр юлать. Çул-йĕр правилисене е транспорт хатĕрĕпе усă курмалли правилăсене пăснине пула инкек тỹсекен сывлăхне вăтам виçеллĕ сиен кỹнĕшĕн сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 10000-25000 тенкĕ штраф тỹлеме е 1,5-2 çуллăха правасăр юлма тивет. Полномочиллĕ должноçри çын транспорт хатĕрĕпе пыракан водителе ỹсĕррипе ỹсĕр маррине палăртма май паракан медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма ыйтнине пурнăçламаншăн 10 талăкран пуçласа 15 талăк таран арестлеме пултараççĕ (е 30000 тенкĕ штраф тỹлеме тивет). Ачасене транспортра лартса çỹремелли правилăсене пăснăшăн сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 3000 тенкĕ штраф тỹлемелле. РФ КоАПне кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кĕртнĕ улшăнусем татах та пур. Вĕсемпе çийĕнчех паллашни пăсмасть. Çул-йĕр çинчи йĕркене пăснăшăн административлă яваплăха ỹстерни водительсене татах та тимлĕрех пулма, яваплăха туйса хистессе шанас килет.
А. ТИХОНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)