18 сентября 2013 г.
Раççейре авăнăн 1-мĕшĕнче çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ. Ытти çĕр-шывра шкул ачисем хăçан вĕренме тытăнаççĕ?
"Шкул" сăмахпа чи малтан Авалхи Грецире усă курма пуçланă. Анчах ун ухне вăл урăхла пĕлтерĕшлĕ _ "кану" _ пулнă. Çак канăва уявпа çыхăнтараймăн _ вăл ĕçĕн пушă вăхăтри философи калаçăвĕсене пĕлтернĕ. "Педагог" сăмах тỹррĕн куçарсан "ачасене ертсе çỹрекен" тенине пĕлтерет. Ун чухне учителе мар, ачана шкула илсе çỹрекен тарçăна çапла чĕннĕ. Хуçалăх ĕçĕсенче юрăхсăр çынсене педагога суйланă.
Чехире, Украинăра, Беларуçире, Балтика çĕр-шывĕсенче çĕнĕ вĕренỹ çулĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланать. Германи ачисен çирĕп йĕрке çук. Федерацин 16 çĕрĕнче вĕренỹ заведенийĕсем çурла-авăн уйăхĕсенче ĕçлеме пуçлаççĕ. Испанири провинцисенче те вĕренỹ çулĕ, тыр-пула хăш вăхăтра пухса кĕртнине шута илсе, тĕрлĕ тапхăрта пуçланать. Анчах юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кая юлма юрамасть. Италире вара юпан 1-мĕшĕнчен çеç шкула çỹреме тытăнаççĕ.
Францире Пĕлỹ уявĕн çирĕплетнĕ кунĕ çук. Хăш-пĕр çĕрте авăнăн 1-мĕшĕнче шкула каяççĕ. Теприсем _ 15-мĕшĕнче. Дани ачисем çурла уйăхĕн варринче вĕренме пуçлаççĕ. Англире, Канадăпа АПШра вĕренỹ çулĕ авăн уйăхĕн пĕрремĕш ытлари кунĕнче пуçланать. Японире вĕренỹ çулĕ пуçлани кулăшла пек туйăнать. Çавăнпа Пĕлỹ кунне акан 1-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)