21 сентября 2013 г.
МАССĂЛЛĂ информаци хатĕрĕсем çамрăксем наркотикпа иртĕнни, ăна ашшĕ-амăшĕ пухнă пурлăха вăрттăн сутса туянни, дози пысăкран хăшĕ-пĕри пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни пирки пĕлтерсех тăраççĕ. Яш-кĕрĕмрен чылайăшĕ малтанласа выляса çеç тенĕ пек организмшăн сиенлĕ япалапа усă курать. Кайран вара ун серепине пуçĕпех лекет. Хĕрсемпе каччăсене инкекрен сыхлас тата асăрхаттарас тĕллевпе районти прокуратура право сыхлакан органсемпе тата вырăнти хăй тытăмлăхпа пĕрле наркотикпа усă куракансене тата унпа сутă тăвакансене хирĕç кĕрешсе "Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер!" уйăхлăх ирттерет. Çак вăхăтра "шурă вилĕмпе" усă куракан вырăнсем тата ăна сутакансем пирки ят-шыва каламасăрах прокуратурăна 6-12-16, 6-17-51, 02 телефонпа шăнкăравлама е 89370139341 номерпе смс яма пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)