21 сентября 2013 г.
Юн кун, авăнăн 18-мĕшĕнче, районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Унта республикăра патшалăх социаллă политикине реализацилемелли мероприятисем, ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тата инкек-синкекрен асăрхаттарассипе тунă йышăнусем, экологи субботникĕсене йĕркелесси, кĕркунне Йывăç кунне ирттересси, ялсене хăтлăх кĕртесси, çул айккисене, масарсене тасатса тирпейлесси пирки сăмах хускатнă.
Пирĕн района Чăваш Республикинчи Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Петрова ертсе пыракан ушкăн _ Федераци казначействин управленийĕн тĕп бухгалтерĕ З. Шеина, "Чувашхлебопродукт" уçă пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ А. Ласточкин _ килнĕ. Вĕсем район администраци пуçлăхĕпе Н. Глуховпа тата унăн çумĕсемпе тĕл пулнă.
Н. Глухов, С. Петрова тата З. Шеина Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта Чăваш Республикин чысне Оренбург облаçĕнче иртнĕ "Зарница Поволжья" çарпа спорт вăййинче хỹтĕленĕ ачасемпе курнăçнă. Вĕренекенсене федерацин тĕп инспекторĕ Г. Федоров та саламланă. Унтан Николай Ивановичпа Геннадий Семенович прокуратура ĕçченĕсем патĕнче, бизнес-инкубаторта пулнă. Вĕрентỹ пайĕн начальникĕ В. Осипов С. Петровапа районти вĕрентỹ учрежденийĕсен директорĕсен канашлăвне хутшăннă. Светлана Владимировна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин
"Вĕрентỹ çинчен" çĕнĕ саккунĕсемпе паллаштарнă. Çав вăхăтрах ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков А. Ласточкинпа пĕрле Алманчăри Н. Федоров фермер хуçалăхĕнчи, "Исток" агрофирмăри, "Батыревский" пĕрлешỹри, "Корма" ял хуçалăх предприятинчи уй-хир ĕçĕсемпе кăсăкланнă.
З. Шеина Федераци казначействин районти уйрăмĕн коллективĕпе тĕл пулнă.
Информаци ушкăнĕ кун йĕркинчи ыйтусемпе вырăнсенче пулнă хыççăн бизнес-инкубатор территоринче йывăçсем лартма хутшăннă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)