АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарта Олимп çулăмĕ ялкăшĕ

21 сентября 2013 г.

 Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе "Сочи-2014" Олимп çулăмĕн эстафетине ирттерессипе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Ене хĕллехи ăмăртăвăн палли кăçалхи раштав уйăхĕнче çитĕ. ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников эстафетăн маршручĕпе паллаштарнă. Вăл 30 çухрăм тăршшĕ, Олимп çулăмне 60 ытла спортсмен йăтĕ. Факела йăтакан хăш-пĕр çын паллă: Маргарита Салдимирова тренер, Вячеслав Акимов биатлонист. Вĕсен йышне Олимп чемпионĕ Владимир Воронков, Лондонра бронза медаль çĕнсе илнĕ Татьяна Архипова тата ыттисем кĕрессе шанаççĕ. Çавăн пекех эстафетăна 300 ытла волонтер хутшăнĕ. Çав кун хула çыннисене республикăри паллă ар-тистсемпе пултарулăх ушкă-нĕсем концертсемпе савăнтарĕç.

Акци Мускавра юпа уйăхĕнче старт илĕ, унта Олимп çулăмне йăлана кĕнĕ тăрăх Грецирен илсе килĕç. Олимпиада палли Раççейĕн 180 хули витĕр тухĕ. Аса илтеретпĕр, Олимп вăййисем Сочире 2014 çулхи нарăсăн 7-23-мĕшĕсенче иртĕç.

А. МИХАЙЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика