АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Федераци округĕнче _ тăваттăмĕш вырăнта

21 сентября 2013 г.

 Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем ырă ята халиччен те пĕрре çеç мар тивĕçнĕ. Акă, пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ирттерекен ăмăртăва хутшăнса вĕсем иккĕмĕш çул республикăра иккĕмĕш вырăна алăран ямаççĕ. Кăçал вара районти "Зарница" вăйăра çĕнтерчĕç, республикăри тупăшура ăмăртрĕç. Унта мала тухса Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хỹтĕлеме тивĕçрĕç.

_ Финалти ăмăртусем Оренбург облаçĕнчи Самородово поселокĕнче иртрĕç,_ пуçларĕ хăйĕн сăмахне командăна инçе çула илсе тухакан ОБЖ преподавателĕ В. Антипов. _ 14 вĕренекен кайма тивĕç пулчĕ унта. Пурте маттур, спортра пиçĕхнĕ, чăтăмлă, тавçăруллă... Чăваш ятне çỹлте тытас тесе вĕсем çу каçипех тренировкăсенче пулчĕç. Шкулăн спорт залĕ те, Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСК алăкĕ те уçă пулчĕ вĕсемшĕн. Ачасен ашшĕ-амăшĕ ăнланни, шкул администрацийĕ тивĕçлĕ пулăшу пани те савăнтарчĕ.

"Зарничниксене" вырăнта кăмăллă кĕтсе илнĕ. Хăтлă лагере вырнаçтарнă. Тупăшăва 14 команда хутшăннă. Малтанах кашнийĕ хăйсемпе паллаштарнă. Унтан ăмăртусем пуçланнă. 60 метра чупассипе Патăрьелсем иккĕмĕш вырăна лекнĕ. Çар хỹтĕлевĕн комплектне хăвăртрах тăхăнассипе те палăрнă: виççĕмĕш вырăн йышăннă. А. Краснов хăйĕн вăхăчĕпе вара иккĕмĕшне тухнă. 4 арçын ача, пĕр хĕр ача шывра ишессипе эстафетăра ăмăртса татах иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Граната ывăтса виççĕмĕш йышăннă. 13 тĕрлĕ тупăшăва хутшăннă вĕренекенсем. Чăрмавсем урлă каçасси, автомата салатса пуçтарасси те йывăрлăх кỹмен. Çĕр-шыв историне лайăхрах шĕкĕлчемелле пулнă иккен. Пĕтĕмĕшле вара тăваттăмĕш вырăна тухнă. Командăна сывлăш вăйĕпе перекен пăшал, рюкзак, магнитофон парнеленĕ. Тĕп федераци инспекторĕ Г. Федоров В. Антипов вĕрентекене, С. Быков командира Тав çырăвĕсем панă.

Ачасемшĕн Оренбургпа паллашни чылайлăха асра юлĕ. Унти кадет училищин вĕренĕвĕ, "Салют, Победа!", "Национальная деревня" уçă пĕлĕт айĕнчи музейсем кăмăла кайнă, ытти истори тата архитектура пуянлăхне курса тĕлĕннĕ.

Çунат сарнă ачасене çула тухма "Юнитекс" фирма, "Булат" пĕрлешỹ формăпа тивĕçтерни кăмăллă. С. Ялуков ("Водолей"), С. Ахмеев (ПМК-9), В. Паймуллин ("Ваши окна") та айккинче юлман.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика