АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслев витĕр тухмаллах

21 сентября 2013 г.

Кăçалтан пирĕн çĕр-шывра пурăнакан кашни çын вырăнти поликлиникăра диспансеризаци витĕр тỹлевсĕр тухма пултарать. Аслă çулсенчи тĕрлĕ ушкăнри граждансене тĕрĕслеме пуçланă ĕнтĕ. Диспансеризаци икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăр _ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев. Врач анализсене тишкерсе тухнă хыççăн вăраха кайнă чирсене тупса палăртать, малалли тĕрĕслев ирттерме йышăнать.

Пĕрремĕш тапхăра çаксем кĕреççĕ:

1. Пациентран ыйтса пĕлни (анкетирование).

2. Антропометри (тăршшĕне, виçене, пилĕк сарлакăшне палăртни), ỹт массин индексне тупасси, çыннăн мăнтăрланас туртăмĕ миçемĕш степене çитнине кăтартасси.

3. Холестерин шайне палăртасси (чĕре тымарĕсен чирĕсем аталанасран).

4. Глюкоза шайне кăтартасси (диабетран сыхлас тĕлĕшпе).

5. ЭКГ ирттересси.

6. Флюорографи.

7. Хĕрарăмсем гинеколог патĕнче тĕрĕсленни тата маммографи (39 çултан иртнисен).

8. Юн тĕрĕслевĕ (гемоглобин, лейкоцит тата ытти те).

9. Шăкăн пĕтĕмĕшле тĕ-рĕслевĕ.

10. Çын каяшĕн тĕрĕс-левĕ.

12. Простатăна рак чирĕнчен тĕрĕслесси (50 çултан иртнĕ арçынсен).

13. Хырăмри органсене ультрасасăпа тишкерни (39 çулхи тата аслăрах пациентсен ултă çулта пĕрре тухмалла).

14. Куç пусăмне виçтересси (39 çулхи тата аслăрах пациентсен глаукома аталанасран).

15. Врач-невролог патĕнче консультаци илесси (51 çултан пуçласа ултă çулта пĕрре тухмалла). Пĕрремĕш тапхăр пĕтĕмлетĕвĕпе терапевт пациентăн сывлăх ушкăнне палăртать, лару-тăру япăх пулсан тĕрĕслеве малалла тăсать.

Иккĕмĕш тапхăра çаксем кĕреççĕ:

1. Енчен те пациентăн инсульт пулас хăрушлăх пур пулсан, унăн юн тымарĕсене тишкерме пуçлаççĕ. Тĕрĕслев ирттерессине врач-невролог е терапевт палăртать.

2. Енчен те пациент анкетировани вăхăтĕнче вар-хырăм аптăратнине пĕлтерсен тепĕр тĕрĕслев витĕр тухма сĕнет.

3. Уролог е хирург тĕрĕслет.

4. Хирург патĕнче консультаци илмелле. Кирлĕ пулсан специалист колоноскоп е ректороманоскоп витĕр тĕрĕсленме хушать (45 çултан иртнĕ пациентсен).

5. Юнăн липидлă спектрне палăртасси _ холестерин шайĕ пысăк пулсан.

6. Гинеколог патĕнче консультаци илмелле.

7. Офтальмолог консультацийĕ (куç пусăмĕ пысăк пулсан). Диспансеризаци пĕтĕм-летĕвне сывлăх паспортне кĕртеççĕ, ăна пациент алла илет. Виçĕ çулта пĕр-ре диспансеризаци витĕр тухни тĕрлĕ чире вăхăтра тупма пулăшĕ, ăна аталанма памĕ. Çавăнпа та тĕрĕслеве кашни çыннăн хутшăнмалла. Кирек камшăн та сывлăхран хакли нимĕн те çук.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика