АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АПАТ, сăнавсемпе ĕненỹсем

21 сентября 2013 г.

 Апат вăхăтĕнче çăва пуçланă çумăр час чарăнмасть.

Апат пĕçернĕ чух хуран ỹлесен ырра мар теççĕ.

Апат çиекен сĕтеле хутпа тасатсан кил хушшинче харкашу пулать теççĕ.

Апат-çимĕçе савăтра пăтраштарнă чух алла кутăнла тытса çавăрма юрамасть. Виле май, виле çинчи пек пулать.

Апат çинĕ çĕре пырса кĕрекене калаççĕ: "Санăн хуняму савать иккен", _ теççĕ, апат пуçтарнă тĕле пырса кĕрсен: "Сана хуняму савмасть иккен", _ теççĕ.

Апат çинĕ хыççăн сĕтел çине çара алăпа шăлма хушмаççĕ _ укçа пулмасть теççĕ.

Хутпа та шăлма юрамасть _ вăрçă пулать теççĕ.

Апат çинĕ чух икĕ çыртăк тусан çын килет теççĕ.

Апат çинĕ чух сĕтел кĕтессине ларсан кĕтеслĕ пулан теççĕ.

Апат çинĕ чух сĕтел кĕтессине ларсан час качча каяймасть теççĕ.

Апат çинĕ чух çăкăр ỹксен ваттисем туртаççĕ теççĕ.

Апат çинĕ чух юрласан макăрать теççĕ.

Апат çинĕ чухне çăкăр татăкне хăварсан, çисе ямасан кахал пулать теççĕ.

Апат çисе тăрансан татăк хăварсан амăш вилет теççĕ.

Апат хыçĕнчен сĕтел çине кашăк манса юлсан хăна килет теççĕ.

Апата çĕçĕ вĕçĕпе çимеççĕ _ чикен чикекен пулать.

Апачĕ тутлă пулсан: "Хĕрарăм çỹçĕ лекнĕ пуль", _ теççĕ. Ирхи апатчен урай шăлса пуçтарсан вăл кун ĕç пуçтарăнса пырать теççĕ. Кучченеçе савăтпа парсан, савăтне каялла хуçине тавăрса панă чух пушăлла памаççĕ, ăшне мĕн те пулин (çăкăр) хурса параççĕ.

 

"Сăнавсем, ĕненỹсем..." кĕнекерен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика