25 сентября 2013 г.
ÇЫННĂН пурнăçĕнчи чи пĕрремĕш документ _ çурални çинчен ĕнентерни. Вăл ача 14 çул тултаричченех, паспортлă пуличченех, чи кирли. Çавна май кун çути курнă пепкене пирвайхи хаклă хута илсе парасси ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Мĕншĕн тесен, шăпах кунта ята, атте ятне тата хушамата çыраççĕ. Ăна çĕнĕ кайăк килнĕ тăрăхри тата ашшĕ е амăшĕ пурăнакан вырăнти ЗАГСран илме май пур. Пурнăç аталанса пынă тата çĕнĕлĕхсем кĕнĕ май, тата вăхăта перекетлесе халь килтен тухса çỹремесĕрех Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ (Портал государственных услуг) урлă ЗАГС уйрăмне черет йышăнма, кайран палăртнă вăхăтра кирлĕ документа илме пултаратпăр. Кун пек тăвас тесен маларах асăннă сайтра регистрациленмелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)