28 сентября 2013 г.
ПĔЛỸ çуртне портфель йăтса кайма çул çитменнисем паян 13 сада тата 12 шкул-сада çỹреççĕ. Кунта вĕсене алла ручка тытма, сас паллисене паллама, шутлама, тĕссене уйăрма хăнăхтараççĕ. Çак çăмăл мар ĕçре 200е яхăн воспитатель тăрăшать. Ĕнер вара вĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çак ятпа район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов пурне те ăшшăн саламланă, çитĕнỹсемпе ăнăçусем, çемьере килĕшỹпе тăнăçлăх суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)