28 сентября 2013 г.
ТИВĔÇЛĔ канăва кайнисен те хумхантаракан ыйтусем, ыйтса пĕлмеллисем пур. Пенсионерсем хăйсене канăçсăрлантаракан шухăшсен хуравĕсене тупма октябрĕн 8-мĕшĕнче пултараççĕ. Шăпах çак кун Патăрьелĕнчи Раççей Пенси фончĕн управленине (Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи 39 çурт) Чăваш Республикинчи Пенси фончĕн уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Т. Дроздова, Е. Козлова тĕп специалист, А. Михайлова пай начальникĕ килеççĕ. Вĕсемпе курнăçас кăмăллисем 6-13-45, 6-27-00, 6-26-79 телефон номерĕсемпе çыхăнса çырăнма пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)