28 сентября 2013 г.
Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Правительство комиссийĕ республикăри муниципаллă ра-йонсем тата хула округĕсем хушшинчи инвестици хастарлăх рейтингне палăртма черетлĕ лару ирттернĕ. Унта ял тата хула тăрăхĕсен 2012 çулхи экономика ăмăртăвне те пĕтĕмлетнĕ.
Муниципалитетсем хушшинче пирĕн район вырăнти хăй тытăмлăх ĕç-хĕлĕн эффективлăхĕпе чи нумай балл пухса пĕрремĕш вырăн йышăннă, уншăн 3 млн та 640 пин тенкĕ гранта тивĕçнĕ. Çавăн пекех Ыхра Çырми ял тăрăхĕ те 1-мĕш ушкăнта (ял тăрăхĕнче 1300 çынна яхăн пурăнаканнисем хушшинче) мала тухнă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)