28 сентября 2013 г.
2014 çулта республика тупăшĕсем 21 млрд тенкĕпе танлашмалла. Ỹсĕм _ 4,4 процент. Мускав памалли укçа виçи _ 10,2 млрд тенкĕ. Çапла вара республикăн çитес çулхи бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăшĕ 31,4 млрд тенкĕ ытларах пулĕ, тăкаксене 34,6 млрд тенке яхăн пăхнă. Дефицит самай пысăк _ 3,1 млрд тенкĕ (15 процент).
Федераци тата республика бюджечĕсен хутшăнăвĕсем улшăннине кура вырăнсенчи бюджетсене кĕрекен тупăшсем тĕлĕш-пе çĕнĕлĕхсем пулаççĕ. Çакна та шута илнĕ. Калăпăр, шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсене тытса тăрасси вырăнти шая куçать, тăкаксем пысăкланаççĕ. Çапах çакна саплаштаракан самантсем те пур. Сăмахран, чикĕленмен çĕрсене арендăна панăшăн илекен тупăш, траспорт налукĕн пĕр пайĕ район-хула бюджетне кĕрĕ. Топливо акцизĕсен пĕр пайĕ те кунтах юлать. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене уяманшăн шыраса илекен штрафсен çурри республика бюджетне пуянлатĕ.
"Хыпартан".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)