АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыпарлав анлăшĕ сарăлать

28 сентября 2013 г.

Чăваш наци телекуравĕ хыпарлав зонине анлăлатас тĕлĕшпе ĕçлет. Кĕçех Канаш, Етĕрне, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче, Вăрнар поселокĕнче пурăнакансем те чăваш кăларăмĕсене курма пуçлĕç.

Хальхи вăхăтра асăннă телекурав Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпỹ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка хулисенче, Кукеç, Сăнав, Тĕрлемес поселокĕсенче хыпарлать.

"Чăваш Ен" наци телерадиокомпанийĕн тытăмĕнче икĕ информаци хатĕрĕ _ радио тата телекурав. Наци радиовĕ 2009 çулта ĕçлеме пуçланă. Паян вăл республикăра патшалăхăн коммерциллĕ мар пĕртен-пĕр радиостанцийĕ шутланать. Общество-политика, тишкерỹ, литература тата музыка кăларăмĕсене (70 ытла проценчĕ _ чăвашла) талăкĕпех эфира кăларать.

Наци радионе Чăваш Республикинчи мĕн пур районпа хулара, кỹршĕри хăш-пĕр регионта итлеме пулать. Наци телерадиокомпанин хыпарлав анлăшне сарас тĕллевпе информацин çĕнĕ хатĕрне _ "Тăван радио" _ никĕсленĕ. Вăл пĕлтĕр федераци конкурсĕнче Шупашкарта эфира тухма ирĕк çĕнсе илнĕччĕ. Хальхи вăхăтра унăн тытăмне йĕркелес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ, çулталăк вĕçĕнче ĕçе кĕртме палăртаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика