АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРМАН, СĂНАВСЕМПЕ ĕНЕНỹСЕМ

28 сентября 2013 г.

 Ватăрах çын вăрман касма пуçласан пит лайăх, час çитĕнет.

Вăрман касма çăмăл алăллă çын пуçлатăр, вара вăл час, лайăх çитĕнет.

Вăрман çилсĕр кашласан (шавласан) çулла çумăр, хĕлле тăман пулать.

Вăрман çилсĕр шавласан _ çанталăк пăсăласса.

Вăрман çинчен ак çапла калаççĕ: "Аякран сывлăшпа уяр кун курăнать, вăрман, вылянă пек, хỹреленсе çỹлелле улăхса кайнă пек курăнать, ăна нумайтарах пăхса тăрсан куç пăсăлать теççĕ, вăл вăхăтра вăрманти йывăçсем тĕпĕпех тухса выляççĕ, тет, хăшĕ, вырăнне ларайманни, типет имĕш".

Вăрман çулçи кĕркунне ỹпне ỹксен хĕл ăшă пулать.

Вăрман тăрри хуралсан ăшăтать теççĕ.

Вăрман хĕрри шуралсан тăман пулать теççĕ.

Вăрмана пушăт касма кайсан, вĕçен кайăк "тĕвик-тĕвик" тесе кăшкăрсан касма каламаççĕ, вăрмана сыхлакан тытать тет.

Вăрманта кăмпа аван пулсан тырă аван пулать.

Вăрманта çĕтсе çỹренĕ чухне урари çăпатасене улăштарса тăхăнсан çул тупатăн теççĕ.

Вăрманта çырла чăн малтан вĕтĕ пиçсен тырра малтан начар пулать теççĕ.

Вăрманта хĕлле тунката çине юр хытса ларсан тырă пулать теççĕ.

Вăрманти йывăçсен тăрри малтан саралсан тырă иртерех акма тухмалла теççĕ. Вăрман çумăр çăвасса, тăман тухасса кашлать тата пĕр çилсĕр. Касас умĕн янраттарса улать теççĕ илткеленĕ, сăнанă ват çынсем. Выртмана е аташса кайсан вăрманта выртма тỹр килсен: "Хăналăха кĕçĕре яр, сыхла", _ тесе выртма хушаççĕ. Пĕр çын ухатана кайсан аташса кайнă та хурăн кутне выртнă. Ку выртсанах тытăнчĕç тет пĕтĕм вăрмантан усалсем çухăрса кун патне пухăнса кăна хăратма. Кун тĕлĕнчи хурăн калле-малле авăнса усалсене хăвалама авкалансан-авкалансан хурăн каларĕ тет: "Эх, пилĕкĕм ыратать, пилĕкĕм ыратать. Ыратмасан ку усалсене пĕтĕмпе амантса пĕтерĕттĕм", _ тесе. Хай ухатара çỹрекен тăрсан хурăна пăхнă та, пуртă лартнă хурăн пулнă тет. Çулла вăрманта çырла нумай пулсан хĕл сивĕ пулать теççĕ. Хĕлле вăрман кашласан _ ăшăтать.

"Сăнавсем, ĕненỹсем..." кĕнекерен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика