02 октября 2013 г.
РАЙОНТА октябрĕн 1-мĕшĕнчен "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акци вăй илет. Ăна "Патăрьел район çамрăкĕсем" тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн ирттереççĕ. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче Сывлăх кунĕсемпе урокĕсем, спорт мероприятийĕсем, конкурссем йĕркелеме палăртнă. Ĕçлекен çамрăксен канашĕн представителĕсем волейбол, шашка турнирĕсене хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта районти тĕп библиотекăра та куравсем ĕçлĕç. "Ровесник" клуба çỹрекен çул çитмен хĕрсемпе каччăсем "çавра сĕтел" тавра ларса калаçĕç, Патăрьелĕнчи тĕп больница врачĕ Н. Надина нарколог-врач эрех-сăра, пирус сиенĕ пирки тĕплĕн ăнлантарса парĕ.
Ноябрĕн 27-мĕшĕнче, акци вĕçленсе пынă май, волонтерсен чи лайăх отрячĕ паллă пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)