АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентỹ никĕсĕ _ садикра

02 октября 2013 г.

Çитĕнекен ăрăва воспитани парас тĕлĕшпе шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсен ĕçченĕсем сахал мар вăй хураççĕ. Сентябрĕн 27-мĕшĕнче шăпах вĕсен професси уявĕ пулчĕ. Çавна май районти Культурăпа кану центрне шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем пуçтарăнчĕç. Уяв ячĕпе вĕсене республикăри Вĕрентỹ тата çамрăксен политики министрĕн çумĕ Н. Дмитриева, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ В. Осипов саламларĕç.

Районти шкул çулне çитмен ачасем 13 садике, 12 шкул-сада, кĕскетнĕ кун йĕркипе ĕçлекен 5 ушкăна çỹреççĕ. Вĕсенче 1941 ача валли вырăн пур. 1,5 пуçласа 6,5 çула çитмен хĕр ачапа арçын ача (84 процент) шкулчченхи пĕлỹ илме пултарать. Çитĕнекен ăрăва садике вырнаçтарас ыйту районта тĕппипех татăлман-ха. Черетре тата 194 ача тăрать. Вĕсенчен çулталăк тултарманнисем 74, 1,5чченхисем _ 78, 3 çула çитейменнисем _ 42. Аслăраххисем вара пурте пуçламăш пĕлĕве илме пултараççĕ.

Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ çул Патăрьелĕнче 240 вырăнлăх "Юмах" (тата 36 ачана та йышăнма пултараççĕ), Шăнкăртамра 160 вырăнлăх "Сандугач" (хушма 26 ача çỹреме май пур) ĕçе кĕчĕç. Шăхачри пуçламăш шкулпа ача садне те тата темиçешне вырнаçтарма пулать. Техперсоналпа педагогика кадрĕсем çителĕклĕ, ку чухнехи вĕрентỹ материалĕсемпе, вылямалли оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Япала çумалли тата апат хатĕрлемелли блоксене те паянхи кун ыйтăвĕсемпе килĕшỹллĕн юсанă.

Патăрьелĕнчи "Юмах" ача садĕнче 8 сăнав камери вырнаçтарнă. Кăçалтан Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта кĕскетнĕ кун йĕркипе 35 вырăнлăх икĕ ушкăн ĕçлет.

Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче вĕрентỹпе воспитани процесне "От рождения до школы", "Детство" программăсемпе килĕшỹллĕн пурнăçласа пыраççĕ. Патăрьелĕнчи ача сачĕсенче вара физкультура аталанăвне те çыхăнтараççĕ. Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнче экологи пĕлĕвне параççĕ.

Çитĕнекен ăрăвăн тĕрлĕ енлĕ интересĕсене мала хураççĕ. Кашнийĕшĕнчех тỹлевсĕр кружоксем ĕçлеççĕ. Информаципе методика центрĕ кашни категорири педагог валлиех тĕрлĕ формăллă методика ĕçне пурнăçа кĕртмелли сĕнỹсем парсах тăрать. Шкул çулне çитмен вĕрентỹ учрежденийĕсене çỹрекенсем районти, республикăри конкурссене хутшăнсах тăраççĕ. Кăçалхи "Любознайкăра" Кзыл Камышри шкул ача садĕнчи И. Кеметов (воспитателĕсем Э. Исхакова, Т. Бурганова) çĕнтерчĕ.

Республикăри вĕрентỹ институчĕ Патăрьелĕнчи "Юмах" ача сачĕн базинче воспитательсен квалификацине ỹстермелли курссем йĕркелерĕ. Унта 33ĕн çỹрерĕç. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче 183 педагог ĕçлет, вĕсенчен 83-шĕ _ аслă, ыттисем ятарлă вăтам пĕлỹллĕ. 14-шĕ аслă шкулсенче вĕренеççĕ. 142-шĕ категориллĕ.

Кадрсем çителĕклĕ, педагогсен 85 проценчĕ çирĕмшер çул ытла ĕçлеççĕ. Тăрăшуллă ĕçĕн тỹлевĕ те ỹссе пырать. Июльте вăл 13,4 процент хăпарнă.

"Ача ăнăçлă çитĕнесси, унăн малашнехи шăпи ăста воспитательтен, унăн чăтăмлăхĕнчен те нумай килет. Çитĕнекен ăру патне вĕсем ытларах тимлĕх уйăрччăрах. Пĕлỹ никĕсне малтанах çирĕп никĕс хывни вырăнлă. Сирĕн ырă кăмăлăр, педагогикăри ăсталăхăр куллен ачасене садикре савăнăç та телей кỹтĕр", _ терĕ хăйĕн сăмахĕнче Н. Глухов.

Уяв кунĕ парнесĕр пулмасть. Тăрăшуллăран тăрăшуллисем федераци, республика, Раççей шайĕнчи грамотăсене тивĕçрĕç. Юлашкинчен Патăрьелĕнчи ача сачĕн воспитанникĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç.

(Хамăр корр).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика