АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус тĕтĕмне хирĕç

02 октября 2013 г.

 Правительство çуртĕнче Чăваш Енре федерацин граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕн витĕмĕнчен тата табак туртнин сиенĕнчен хỹтĕлесси çинчен калакан саккунне пурнăçлас енĕпе ĕçлесси çинчен калакан килĕшỹ çуралчĕ.

"Пысăк килĕшỹ, ăна алă пусма вунă тытăм хутшăнать. Табак туртнин сиенĕнчен хỹтĕленес тĕллевпе, çынсен май пур таран пысăкрах йышĕ усал çак хăнăхуран пистĕр тесе пирĕн пĕтĕмпех тумалла", _ терĕ тĕл пулу тĕллевне палăртса республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Александр Иванов. Документа алă пусассине "Чăваш Ен" фонд пуçарнă, унăн ертỹçи Михаил Федоров табак туртассипе кĕрешес енĕпе республикăра пысăк ĕç пурнăçлани çинчен каларĕ. Çапах табак сиенĕпе кĕрешессине Сывлăх сыхлавĕн министерстви çине çеç тиени вырăнсăр. Теми анлă-çке: кунта налук, акциз ыйтăвĕсем те, çут ĕçĕ те кĕреççĕ. Килĕшỹ шăпах çак ĕçе çĕнĕ шая çĕклеме пулăшмашкăн тивĕç.

Ăна сывлăх сыхлавĕн, Культура, Информаци политикин, Физкультурăпа спорт министерствисен, Общество канашĕн, ытти тытăм ертỹçисем алă пусрĕç. "Хам ĕмĕрте пĕр сигарет та туртса курман. Туртас шухăш та çук. Пĕрлехи ĕç пирус туртакансен шутне чакарма пулăшасси пирки иккĕленместĕп", _ терĕ документа çирĕплетнĕ май тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов. Влаçри çынсен тĕслĕхĕ чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. М. Федотов каланă тăрăх _ тивĕçлĕ саккун йышăннă хыççăн Патшалăх Канашĕн темиçе депутачĕ никотинпа сыв пуллашнă. Вĕсен шутĕнче _ Петр Краснов, Юрий Кислов... Депутатсем тенĕрен, вĕсем валли те ĕç пур-ха: республикăн тивĕçлĕ саккунне хатĕрлесе йышăнасшăн. Федераци саккунĕнче территорисен уйрăмлăхĕсене пĕтĕмпех шута илме çук, çав самантсене вырăнта татса памалла.

К. НИКОЛАЕВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика