АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уярăн кашни сехечĕ _ çĕр улмине пухса кĕртме!

09 октября 2013 г.

 Çĕр çынни çулталăкĕпех пушă тăмасть. Анчах палăртнине пурнăçлама çанталăк условийĕсем чăрмантараççĕ. Акă, кăçал çĕр улмине пуçтарса кĕртесси те, куллен тенĕ пек çумăр шĕпĕртеттерсе тăнине кура, ытла вăраха тăсăлчĕ. Ĕнерхи куна та 1015 гектарта е мĕн пур лаптăкăн 62 процентĕнче çеç иккĕмĕш çăкăра пуçтарса кĕртнĕ.

Юлашки кунсенче пĕлĕт уçăлнипе туллин усă курса хуçалăхсенче иртен пуçласа каçченех уйра вăй хураççĕ. Вĕсене пулăшма организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем те тухнă.

Районта уй-хир ĕçĕсем еплерех пынипе район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов паллашнă. Вăл Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Исток" агрофирмăра пулнă, çĕр улми тата сахăр кăшманĕ çитĕннĕ лаптăксене çитсе курнă.

_ Пурте пĕрле тăрăшсан тухăçа пуçтарса кĕртессе шанас килет, _ тенĕ Николай Иванович ĕçлекенсемпе калаçнă май.

"Иккĕмĕш çăкăра" пухакансене вĕри апат çитереççĕ, укçипе те çийĕнчех татăлаççĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика