09 октября 2013 г.
"Сочи-2014" Олимп çулăмĕн эстафетине ирттерессипе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕ факела йăтакансемпе паллаштарнă.
Аса илтеретпĕр: хĕллехи ăмăртăвăн тĕп символĕ Раççейри чылай ял-хула витĕр тухса Чăваш Ене кăçалхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче çитĕ. Акци Мускавра юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче пуçланчĕ.
ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков пĕлтернĕ тăрăх _ эстафета маршручĕ Шупашкар урамĕсемпе иртĕ. Олимп çулăмне тĕрлĕ профессиллĕ 160 çын йăтĕ: вĕсен йышне сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан тата пултаруллă çынсем кĕме тивĕç пулнă _ спортсменсем, общество хастарĕсем, ỹнер ĕçченĕсем, вĕрентекенсем, тренерсем, врачсем, çамрăксем тата пенсионерсем. Акă вĕсем: РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Кузнецов, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисене хутшăннă Светлана Захарова, бадминтон енĕпе çĕр-шывăн темиçе хут чемпионĕ, "Феникс" спорт клубĕн ертỹçи Юрий Степанов, "Сувар" халăх ансамблĕн ташăçи, чăваш эстрада юрăçи Ирина Музыкантова тата ыттисем.
А. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)