АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăлăхсене _ хваттерсем. Бизнеса _ инкубатор

09 октября 2013 г.

Иртнĕ номерьте Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев октябрĕн 2-мĕшĕнче Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне уçма хутшăнни пирки çырса пĕлтернĕччĕ. Çавăн пекех вăл ун чухне тăлăх ачасене тата кивĕ çуртра пурăнакансене хваттер уççисем пачĕ.

Шăпа тени кашни çыннăн тĕрлĕрен: пĕрисене вăл пĕчĕкренех кĕленче сăпкара сиктерет, теприсене вара йĕрсен те ăшă сăмах каласа йăпатакан çук. Юрать-ха, иккĕ-мĕшсен шутне кĕрекеннисене патшалăх хăй хỹтлĕхне илет, май пур таран пулăшать. Юлашки çулсенче ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене кĕтеспе тивĕçтермелли программа ĕçлет. Пирĕн районта та унпа туллин усă кураççĕ. Республика Пуçлăхĕ тăлăх ачасене хваттер уççисем панă май телей, сывлăх сунса ăшшăн саламларĕ.

_ Пирĕншĕн, тăлăх ачасемшĕн, çакă питĕ пысăк парне. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакансене хваттер пани курăмлă пулăшу. Тавах сире пире пăрахманшăн, _ терĕ Кивĕ Ахпỹртре çуралнă Н. Бурмисова çăра уççине илнĕ май.

Савăнăçлă лару-тăру хыççăн М. Игнатьев тата ыттисем те хваттерсене кĕрсе курчĕç, пурнăç условийĕпе паллашрĕç.

45 хваттерлĕ виçĕ хутлă çурта "Энергострой" пĕрлешỹ тунă. Унăн никĕсне 2012 çулхи июньте янă. Пĕтĕмĕшле лаптăк 1852 тăваткал метр. Çĕнĕ çуртри 25 хваттере патшалăхăн ятарлă программисене хутшăнса (тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе _ 15, пурăнма юрăхсăр пỹртре пурăнакансене _ 3, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, вĕсен çемйисене _ 4 панă, тепĕр 2-шĕ "Çурт-йĕр" программăпа килĕшỹллĕн çамрăк çемьесене тивĕçĕ) çĕкленĕ.

Çак кунах районта тепĕр çĕнĕ объект хута кайрĕ. Ăна уçнă çĕре те Республика Пуçлăхĕ хутшăнчĕ.

_ Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх ял хуçалăхĕнче, суту-илỹре, строительствăра тата ытти отрасльте те лайăх аталанса пырать. Бизнесменсемшĕн сĕтел-пукан ăсталанă, тимĕртен япаласем шăратса хатĕрленĕ, çăмăл автомашинăсене юсанă тата ытти çĕрте те конкурентлăх пысăк. Пурне те паянхи паллă кунпа саламлатăп. Предпринимательлĕхре вăй хуракансене йывăрлăхсене çĕнтерме тата вĕсене парăнтарма ăнăçусем сунатăп, _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов хăйĕн сăмахĕнче.

М. Игнатьев инкубатор тулли хăватпа ĕçлесе каясса, предпринимательлĕхре тăрăшакансен шучĕ татах ỹсессе шаннине палăртрĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн çурта кĕрсе курчĕç, пỹлĕмсем йышăннă индивидуаллă предпринимательсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕç.

Çакăн пек бизнес-центр республикăра та 7 çеç. Кунта предпринимательлĕхре тăрăшма пуçăнакансене малтанхи утăмсене тума кабинетсене йỹнĕрех хакпа арендăна параççĕ. Юридици, бухгалтери консультацийĕсене те илме пулать.

Çул çỹреве вĕçленĕ май Михаил Васильевич нотариуса çитрĕ, ĕç-хĕлĕпе интересленчĕ.

Бизнес-инкубатора тунă çĕре 37,3 млн тенкĕ тăкакланă. Ăна валли республика бюджетĕнчен 10,5 млн тенкĕ, федерацинчен _ 26,3 млн тенкĕ, вырăнтан 0,5 млн тенкĕ уйăрнă. Кунта 28 офис пỹлĕмĕ, конференци залĕпе калаçу залĕсем пур.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика