09 октября 2013 г.
Районта муниципалитетăн 48 тата патшалăхăн 2 вĕрентỹ учрежденийĕнче 504 педагог ĕçлет. Учительсен 20,8 проценчĕ аслă квалификаци категориллĕ, 94,5 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ.
Иртнĕ шăмат кун вĕрентекенсем районти культурăпа кану центрĕнче хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çак ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ _ вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ В. Осипов, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ А. Пирогов, хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти ГИБДД пайĕн начальникĕ А. Петров саламларĕç.
Район ăста учительсемпе, харсăр педагогсен династийĕсемпе пуян. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ туллин пурнăçа кĕрсе пыни системăра вăй хуракансене чылай хавхалантарать. Çавна май тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçне пуçтарма та кăмăллă. Акă иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 57 выпускник ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса çĕнтерỹçĕсен йышне кĕрекенсем те пайтай. Ачасене тарăн пĕлỹ те илме условисем те аван. Çак кунсенче çеç Тутар Сăкăтĕнче çĕнĕ шкул хута кайрĕ. Кăçал пуçламăш классем валли 37 комплект компьютер оборудованийĕ килнĕ, шкул библиотекисен фончĕ 6,5 млн тенкĕлĕх пуянланнă, 7 столовăя çĕнетнĕ. Аслă Чементи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Первомайскинчи вăтам шкулсене çĕнĕ автобуссем те уйăрнă. Икĕ шкулта электронлă дневниксемпе тата журналсемпе усă кураççĕ. Тăрăшуллă ачасене хавхалантарасси те ăнăçлă пырать. 23 каччăпа хĕр Республика Пуçлăхĕн, пиллĕкĕшĕ район администраци пуçлăхĕн стипендийĕсене илнинче те педагогсен тỹпи пысăк.
Уяв мероприятийĕнче чылайăшĕ тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисене тивĕç пулчĕç, Патăрье-лĕнчи ăсталăх шкулне çỹрекенсем, культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)