12 октября 2013 г.
Çанталăк юлашки çулсенче хресчене савăнтармасть пулин те отрасльте ỹсĕм палăрать. Юлашки виçĕ çул хушшинче вăл 4,1 процентпа танлашнă. Аш-какай туса илесси ỹснĕ, сĕт вара 6 процент чакнă: уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче тытакан ĕнесен шучĕ палăрмаллах чакнă. "Молочное дело" компани Çĕмĕрлере тата Улатăрта лайăх ĕçлемест-мĕн. Хуçисем _ Мускавсем, вĕсене витĕм кỹреймен.
Кайăк-кĕшĕк çитĕнтерессин кăтартăвĕсем самай пысăкланнă. Кайăк ашĕ кăна мар, çăмарта туса илесси те ỹсĕмлĕ. Ял хуçалăх культурисен тухăçĕ 3 çулта 7 процент пысăкланнă. Чăн та, кăçалхи кăтартусем паллах мар-ха. Çапах прогноз савăнтармасть: тĕш тырă туса илесси 3 процента яхăн чакать (пухса илнĕ тĕш тырă _ 400 пин тонна), пахча çимĕç _ 16 процент (пĕтĕмĕшле виçе 140 пин тоннăпа танлашмалла). Çĕр улми тĕлĕшпе прогноз пушшех япăх _ 33 процент таранах пĕчĕкленет-тĕр. Вăл 603 пин тонна пухăнĕ. Паллах, каллех çанталăк условийĕсен витĕмĕ пысăк, çулла типĕ те шăрăх пулчĕ _ 36,5 пин гектар çинчи ял хуçалăх культурисем пĕтнĕ, авăн уйăхĕнче вара çумăр нумай, уйăхри виçĕ норма чухлех, çурĕ.
Тирпейлекен промышленноç ỹсĕмлĕ ĕçлет: Палăртма кăмăллă: аграрисем çĕнĕ техника туянасси ỹссе пырать. Паян комбайнсен паркĕн çурри _ энерги енĕпе хăватлă техника. Тракторсем _ 23 процент. Отрасль явăçтарнă инвестицисен калăпăшĕ те мăнаçланмалăх пур. 2011-2012 çулсенче ял хуçалăхĕнче 60 ытла инвестпроекта пурнăçа кĕртнĕ. Çав шутра _ "Юрма" агрохолдингăн çĕнĕ кайăк-кĕшĕк фермисем, Тутаркассинчи фабрикăна тулли хăватпа ĕçлеттерсе ярасси, "Ольдеевская" фирма теплицисене реконструкцилесси тата ыт. те. Çакă туса илекен продукци калăпăшне ỹстерме пулăшĕ: çитес 3 çул хушшинче кайăк-кĕшĕк ашĕ 20 пин тонна хушăнмалла.
Çĕнĕлĕхсен шутĕнче _ мелиораци техники туянма илекен кредитсене патшалăх енчен субсидилесси. Халĕ республикăра 6 пин гектар çĕре шăварма пултараççĕ. Сăмах май, çỹлерех асăннă патшалăх программипе килĕшỹллĕн çитес çулсенче çакнашкал лаптăксем 15 пин гектар таран пысăкланмалла.
Кредит тенĕрен _ унпа усă курас енĕпе Чăваш Ен округра лидер шутланать. Хушма хуçалăха аталантарма кашни виççĕмĕш çемье, чылайăшĕ иккĕмĕш хут кредит илнĕ. Çавна май çивĕчлĕх те пур: кредита субсидилемешкĕн федераци укçи çителĕксĕр.
Бюджетран ял хуçалăхне аталантарма уйăракан укçапа тухăçлă усă курни куç кĕрет. Хăйне евĕрлĕ танлаштару: туса илнĕ продукци хакĕн кашни тенки пуçне бюджетран уйăрнă 2 пус тивнĕ. Атăлçи округĕнче вара _ 6 пус. Юлашки çулсенче акмасăр-сухаламасăр выртнă пин-пин гектара çаврăнăша кĕртнĕ, анчах усăсăр выртаканнисем çав-çавах нумай-ха _ 49 пин гектар. Çав лаптăксен пысăк пайĕ пурлăхсăр çĕрсем, çавăнпа хуçалăхсем вĕсемпе усă курасшăн мар. Апла пулин те 2019 çул тĕлне мĕн пур лаптăка 100 проценчĕпех çаврăнăша кĕртес тĕл-лев тытнă. 2020 çулччехи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стартегийĕнче ял хуçалăх производствин калăпăшне 1,7 хут ỹстерме палăртнă.
Н. КОНОВАЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)