12 октября 2013 г.
Ăнсăртран пĕр хаçатра 1986 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче пичетленнĕ "Телевизор _ çын вĕлерекенсен шкулĕ" (М.Поляков, ТАСС) статья куç тĕлне пул-чĕ.
Статьяна пĕр сăмах сиктерми вуласа тухрăм: "...СШАра çамрăксен хушшинчи преступноç патшалăх масштабне çитнĕ. Преступленисем "çамрăкланас" туртăм палăрма пуçланă. Çамрăксем тăвакан преступленисем ỹснин тĕп сăлтавĕ _ вĕсем хушшинче ĕçсĕрлĕх пысăк пулни, наркомани, пуласлăх çукки. Психологипе çыхăннă сăлтавсем те пур. Пĕрлешỹллĕ Штатсенчи теле- тата киностудисем экрансене пусмăрлăх пропагандипе тултараççĕ. Америкăри телевидени çамрăксен ăс-хакăл аталанăвне уйрăмах пысăк сиен кỹрет. Массăллă информаци хатĕрĕсем ỹссе пыракан ăрăва тискерлĕх, садизм, хаярлăх тĕслĕ-хĕсемпе воспитани пама тăрăшаççĕ. Америкăри 115 фильмра 406 хутчен çын вĕлернине кăтартнă, телевизор экранĕсенче преступлени туни пурнăçринчен 22 хутчен нумайрах пулать. Нью-Йорк университетĕнчи паллă профессор çак пулăм пирки çапла каланă: "Пусмăрланине кăтартакан хамăр телепрограммăсене сарса эпир 22 çултан планета çинче тискерлĕх вăй илнине çирĕплетме пултаратпăр".
Статья тарăн шухăша ячĕ, тĕрлĕ ыйту çуратрĕ. Паян пурнăçра пусăмра кăтараткан миçе телепрограмма-ши? Миçе фильмра миçе хутчен çын вĕлернине кăтартакан тĕслĕхсене палăртса пĕтерме пулĕ-ши? Хăш канала яратăн _ пур çĕрте те вĕлерỹ, çарату, ытти ирсĕр ĕçсем туни. Çакăн евĕр передачăсене çĕрле çеç мар, кăнтăрла та кăтартаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ ĕçре чух çул çитмен çамрăка темĕнле киревсĕр ĕçе те вĕрентме ĕлкĕрет сенкер экран. Чунăсăрлăха, çынран мăшкăлланине уççăн кăтартакан, обществăшăн киревсĕр тата правăна хирĕçле ĕç-пуçа çул паракан, алкоголизмпа наркомание, суицида пропагандăлакан материал, порнографи продукцийĕ Интернетра та нумай. Ăс-тăн тата чун тĕлĕшĕнчен пиçĕхсе çитмен ачасен психикине калама çук пысăк сиен кỹреççĕ вĕсем. "Мĕнле сыхланмалла киревсĕрлĕхрен?" шухăш чылай ашшĕ-амăшне канăçсăрлантарать.
Шăпах çакăн тĕрлĕ киревсĕр информацирен сыхланас тĕллевпе кăçал çĕр-шыв шайĕнче "Ачасене, вĕсен сывлăхне тата аталанăвне сиен кỹрекен информацирен хỹтĕлесси" саккун йышăннă. Вăл авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Саккунра ачасене хăйсем çине алă хурасси патне çитерме пултаракан, е сывлăхне сиен кỹрекен пулăмсене, астармăш вăйăсене хутшăнма, проституци çулĕ çине, наркотикпа е психикăна пăтратакан ытти хатĕрпе усă курма, алкоголь тутанма, çапкаланчăк-ыйткалакана çаврăнма хистекен тата ытти киревсĕр чылай информацие палăртнă. Хальхи вăхăтра ачасене паллаштарма юраман информацирен хỹтĕлесе телекуравра, массăллă информацин ытти хатĕрĕсенче ятарлă маркировкăпа (информаципе паллашма камăн ирĕк пуррине палăртни) усă курма пуçларĕç. Çапах та вĕсене пăхăнас, ачасене сиенлĕ информацирен хỹтĕлес тесен ашшĕ-амăшĕн уйрăмах тимлĕ пулмалла, ача телевизор е компьютер умĕнче мĕн чухлĕ вăхăт ирттернине асăрхаса-сăнаса тăмалла. Шкулсенче те Интернет-сетьри тĕрлĕ информаци тĕлĕшĕпе çирĕп чикĕ палăртмалла. Çак ĕçре Интернетăн киревсĕр уçлăхне лекесрен сыхлакан ятарлă фильтрсем пысăк пулăшу параççĕ, информацие "сиенлĕ" тата "усăллă" ушкăнсене пайласа пĕрремĕшсен çулне пỹлеççĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ валли "Ашшĕ-амăшĕн тĕрĕсле-вĕ" компьютер программи те пур. Вăл пулăшнипе компьютер умĕнче ирттерекен вăхăта çирĕплетме, кĕçĕннисем социаллă сетьре кампа, мĕнле сăлтавпа çыхăну тытнине палăртма май пур. Ачасене сиенлĕ информацирен хỹтĕлес ыйтупа Роскомнадзорăн Чăваш Енри управленине (8-352-55-17-83) е Чăваш Республикин ачасен правине хỹтĕлекен уполномоченнăйăн аппаратне (8-352-62-41-05) шăнкăравлама пулать. Ачасемпе куллен ăнлантару ĕçĕсем пурнăçласа калаçусем йĕркеленин витĕмĕ те пысăк. Интернет-сетьсенче палламан çынсемпе çыхăну тытма, е тĕл пулма юраманнине вĕсен лайăх пĕлмелле. Ăс-тăн енчен çирĕпленсе çитменскерсем педофилсен (вĕсем сайчĕсем çине ачасен сăн ỹкерчĕкĕсене час-часах вырнаçтарни паллă), "киберпреступниксен" куçĕ тĕлне пулас хăрушлăх пысăк. Пурнăçра киревсĕрлĕх нумай тетпĕр. Çапах та пушă вăхăтне ачисемпе пĕрле ирттерме кăмăллакан тимлĕ ашшĕ-амăшĕ пур йывăрлăха та çĕнтерсе пырать, тĕпренчĕксене ырри патне туртăнма, ăшăлăх парнелекен передачăсем курма хистет. Çакăн евĕр çемьесенчи ачасем те пурнăçа çамрăкран ăнланма, пур йывăрлăха парăнтарма хăнăхса çитĕнеççĕ. Л. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)