АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ÇЕçКЕ УЯВ çЕçКЕЛЛĕ "

12 октября 2013 г.

Уроксем хыççăн Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти пиллĕкмĕш класа капăр тумланнă ачасем пуçтарăнчĕç. Вĕсен паян "Çеçке" уявĕ. Çавăнпа хăйсем те пурте илĕртỹллĕрех тумланнă. Ачасем виçĕ ушкăна уйрăлчĕç. Кашни команда хăйсен чечек çыххи çине пăхса ытараймасть. Мĕнле кăна куçа илĕртекен чечек çук-ши! Георгина, цини, астра, гладиолус, бархатцы...

Çыхха пухни çеç мар, ун çинчен ытарлă каласа пама та пĕлмелле. Ачасен çак ăсталăхĕ те пур. М. Осипова, Д. Фролова, В. Софронов сăмахне пурте тимлĕн итлерĕç. Сăвăсене епле кăмăла каймалла вуларĕç тата! Ку енĕпе Т. Терентьева, М. Селиванова палăрчĕç. Н. Алексеев музыка учителĕ ертсе пынипе юрăсем шăранчĕç.

Рисовани вĕрентекенĕ ỹкерчĕксен конкурсне те йĕркеленĕ-мĕн. Чĕрĕ ро-за евĕр курăнать Н. Петровăн ĕçĕ. А. Фролов, Т. Лукьянова, К. Раськина та илемлĕ ỹкернĕ.

Кĕр темипе викторина йĕркелени интереслĕ пулчĕ.

Уяв ташă-юрăпа вĕç-ленчĕ.

Т. КУЗЬМИНА, класс ертỹçи                                

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика