19 октября 2013 г.
Тĕнчери, çĕр-шыври тата хамăр республикăри ырă тата кăсăклă, çивĕч хыпар-хăнарпа паллашас тĕллевпе, ăс-хакăл çỹпçине пуянлатас тесе темле ĕçлĕ çын та пушă вăхăт тупса алла хаçат тытать. Юлашки вăхăтра пурнăç хакланса пынăçемĕн хаçат-журналсен çырăнтару хакĕ те палăрмаллах ỹсрĕ. Чылай çул каяллахи пек халь кашни çемье вун-вун хаçат çырăнса илеймĕ. Пур пек укçа-тенке ĕç çынни хуçалăх çине тăкаклать, çав вăхăтрах вăл ăс-тăн çимĕçĕ çинчен те манмасть, пĕр хаçат та пулин çырăнатех.
Хаçат-журнал чун уççи, эмел пекех сиплет, ăс-тăн хушать. Вĕсене алла илсессĕн пĕтĕм ĕç-пуçне, хыпарне пĕлетĕн.
Хаçатсем çулсеренех вăй илсе пыраççĕ. Çапла пултăр та. Çакă кирек камшăн та лайăх. Вулама та кăмăллă, информаци пуян. Материалĕсемпе пурнăçра усă курма пулать. Хаçата вулас, çырас килсех тăрать. Çавăнпа та "Хыпарпа" унăн "ачисене", район хаçатне çырăнмасăр юлмастăп. Пурне те пухса пыратăп, кирлĕ материалсене касса ĕçре усă куратăп.
"Авангард" хаçат калăпăшĕпе пысăк мар пулин те унта пĕлмелли-вуламалли сахал мар. Районта мĕн пулса иртнине веçех çутатса тăрать. Шухăшлаттараканни те, савăнтараканни те, тĕлĕнтерекенни те пайтах çак хаçатра. Ватти-вĕттине ăнланмалла ансат чĕлхепе çырать. Уйрăмах мораль темипе, лайăх çынсем çинчен çырнине кăмăллатăп. Шел, эрнере икĕ хут çеç тухать.
Кашни юн кун шкулта информаци сехечĕ. Уроксем пуçланиччен ачасемпе çĕр-шыври лару-тăрупа, тĕрлĕ хыпар-хăнарпа паллашатпăр. Кашнийĕшне тĕрлĕрен ĕç парса яратăп. Кам радиопа, телевизорпа илтнĕ хыпарсемпе паллаштарать, хăшĕсем тĕрлĕ-тĕрлĕ хаçат урлă чи кăсăклă япаласем çинчен каласа пама васкаççĕ. Чылай ача район хаçатĕнче пичетленнĕ материалпа усă курать. Кунта çемьесем "Авангардпа" туслă пулни, çырăнни курăнать. Ара, "Ахрăмрах" мĕн чухлĕ хыпар та! Камăн юбилей, туй иртнĕ, йыш хушăннă, кам мĕн сутасшăн-илесшĕн _ веçех çутатса тăрать район хаçачĕ.
Акă, сăмахран, "Авангард" пулăшнипе тĕп хуларан артистсем килессе вуласа пĕлтĕмĕр, ушкăнĕпех шкул автобусĕпе кайса куртăмăр, чаплă юрăçсен юррисене итлесе килентĕмĕр. Хаçат-журнал, уйрăмах "Авангард" кашни килтех кĕтнĕ хăна пултăрччĕ.
С. КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)