АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕнче

19 октября 2013 г.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче районта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Кун йĕркинче хускатнă ыйтусем пурте халăх пурнăçĕпе çыхăннă: Чăваш Республикинче халăха "пĕр чỹрече" принциппа патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем парасси; тăлăх ачасене хỹтĕлемелли патшалăх политикине пурнăçласси; ачасене сывлăха тата аталанăва сиен кỹрекен информацисенчен хỹтĕлесси...

Хальхинче пирĕн районта республикăри "Советская Чувашия" хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев, "Хыпар" хаçат редакторĕн çумĕ Михаил Арланов, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Владимир Степанов пулчĕç. Информаци ушкăнĕ вырăнти халăхпа курнăçса кун йĕркине лартнă ыйтусене хускатиччен район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Глуховпа, унăн çумĕпе _ райадминистрацин строительство, общество инфраструктура аталанăвĕ уйрăмĕн начальникĕпе Валерий Красновпа паянхи çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă.

Çирĕпленнĕ йĕркепе информаци кунне хутшăннисем тĕрлĕрен коллективсен ĕçĕ-хĕлĕпе, аталанăвĕпе паллашнă, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене хускатнă. Николай Глухов ертсе пыракан тĕп ушкăн районта халăха муниципалитет çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекен центрта (директорĕ Владимир Медведев), районта тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцийĕнче (тĕп редакторĕ Святослав Перепелкин) пулнă, "Исток" çĕр ĕç фирминчи уй-хир ĕçĕсем еплерех тирпейленсе пынине çитсе курнă.

Тепĕр ушкăн районти çулсенчи юсав ĕçĕсене тишкернĕ, Ишлĕри шкул тата ача сачĕсен коллективĕсенчи педагогсемпе тĕл пулнă.

Хамăр корр                                    

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика