19 октября 2013 г.
Кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пынă май техникăна та хĕле хатĕрлесе лартма, машинăпа трактор паркĕсене тирпейлеме вăхăт. Çак тĕллевпе республикăра, çавăн пекех районта та октябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен комбайнсене, хурçă "утсене", кăкарса çỹремелли ытти хатĕрсене управа мĕнле лартнипе конкурс ирттерме палăртнă. Ятарлă комисси çак тапхăрта АПК предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çитсе ГОСТăн тата "Ял хуçалăхĕнче усă куракан техника. Тĕрĕс упрасси" хушăва мĕнле пурнăçланине пăхать.
И. ВАСИЛЬЕВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)