19 октября 2013 г.
НАЛУК сехрене ан хăпарттăр тесен, ăна вăхăтра та тирпейлĕ тỹлесе пымалла. Ун пек чухне шухăшĕ те пулмасть, ыйхи те татăлмасть. Сăмахран, çĕр, транспорт, пурлăх налукĕсене налук инспекцине тỹлемелли юлашки кун çитиччен нумаях вăхăт юлмарĕ: пурин те ноябрĕн 1-мĕшĕччен татса памалла. Унсăрăн приставсен аллине çакланма пултаратăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)