23 октября 2013 г.
ÇУЛ çинче ăнсăртран-кĕмсĕрт сиксе тухакан кирек мĕнле авари те чуна ыраттарать. Вăл синкерлĕ вĕçленсен е инкеке ачасем çаклансан _ пушшех!
Ĕнер республикăра "Дети. Детское удерживающее устройство" профилактика операцийĕ иртрĕ. Тĕллевĕ паллă ĕнтĕ: хăрушлăхран сыхланас тĕллевпе çул çине ачасене илсе тухакансене пиçиххипе çыхăнса çỹремелли йĕркене хăнăхтарасси. Аса илтеретпĕр, саккунĕ те çирĕп. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ятарлă хушăва пăхăнман водительсен маларахри евĕр 500 тенкĕ çеç мар, тỹрех 3000 кăларса хума тивĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)