АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Проектсем пурăнăçа кĕреççĕ

23 октября 2013 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пирĕн республикăна килсе кайрĕ. Вăл малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Етĕрнери "Ядринмолоко" АУОна çитсе курчĕ.

Çулла çеç хута кайнă çĕнĕ заводра талăкра 200 тонна таран сĕт тирпейлеççĕ. Кунта паха чĕр тавартан 50 ытла тĕрлĕ продукт кăлараççĕ. Ăна Мускав, Чул хула, Хусан, Саранск, Йошкар-Ола, Владимир тата Шупашкар хулисенче пурăнакансем савăнсах туянаççĕ. Заводра хальхи йышши çĕнĕ оборудовани вырнаçтарни ĕç тухăçлăхне ỹстерет. Çакна цехсенче пулнă май Михаил Бабич та курса пысăк хак панă.

_ Предприяти хăвачĕ пысăк, унта чĕр таварпа кăна усă курни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Инвесторсем çак завода укçа-тенкĕ хывса йăнăшман. Халĕ вăл федерацин Атăçи округĕнче чĕр таварпа ĕçлекен чи хăватлă заводсенчен пĕри. Юлашки вăхăтра çĕр-шывра мăйракаллă шултра выльăх йышĕ чакса пырать. Пирĕн тĕллев _ ял хуçалăх аталанăвне ырă витĕм кỹресси, çынсене ялта пурăнма тата ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парасси. Ял хуçалăх темине Чăваш Енре сỹтсе явни те ăнсăртран мар: сирĕн республика ку енĕпе япăх мар ĕçлет, _ палăртрĕ Михаил Бабич.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх аграри секторне витĕмлĕ пулăшу панине пĕлтернĕ. Ку енĕпе тĕллевлĕ программăсем ăнăçлă пурнăçланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăпах çак проектсем ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене ỹсĕмлĕ ĕçлесе пымашкăн тивĕçлĕ условисем туса параççĕ. Ĕне-выльăхпа ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсене, хресчен-фермер тата уйрăм хушма хуçалăхсене те патшалăх пулăшĕвĕпе туллин тивĕçтереççĕ.

Михаил Бабич Етĕрнерен Шупашкара вертолетпа çитнĕ. Б. Хмельницкий урамĕпе çыхăнтаракан Сад районĕн проекчĕпе паллашнă. Кунта пурăнмалли çурт строительстви 2008 çултанпа пырать. 120 пин çын валли 2 млн тăваткал метр хваттер тăвасшăн. Кăçал 150 пин тăваткал метр хута ярĕç.

М. Бабич кивĕ çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçаракансене, 5 ача тата унтан ытларах çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне, тăлăххăн ỹснисене ку районта пурăнмалли вырăнпа мĕнлерех тивĕçтерессипе кăсăкланнă.

М. Бабич тĕп хулари Ленинград урамĕнчи 36-мĕш çуртра вырнаçнă нумай тĕллевлĕ центра кĕрсе курнă. Вăл Шупашкар çыннисене электрон мелпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ кỹрес тĕлĕшпе ĕçлет.

Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан органĕсен территори тытăмĕнсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Тĕп ыйту Раççей Президенчĕн халăха электрон мелпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парасси çинчен калакан указне Чăваш Енре мĕнлерех пурнăçлани. Ку ĕçе республикăра ытти хăш-пĕр регионтан лайăхрах йĕркеленĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку енĕпе влаç органĕсен ĕçĕнче паха опыт пухăнни пирки каланă, тивĕçлĕ министерствăсенчен халăха электрон мелĕпе тĕрлĕ пулăшу парассине лайăхлатма ыйтнă.

Çав кунах М. Бабич Раççей шайĕнчи "Спорт туризмĕ" фестивальте çĕнтернĕ çамрăксемпе тĕл пулнă.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика