23 октября 2013 г.
Чăваш наци конгресĕ хăйĕн черетлĕ съездне хатĕрленет. Вăл ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш академи драма театрĕнче иртет. Кун пирки хаçат-журналта ку е вăл материал пичетленчĕ, радиопа, телекуравпа передачăсем пулчĕç.
Чăвашлăх умĕнче халăхăмăрăн мĕн пур сийĕн хастарĕсем яваплă пулма тивĕç. Ĕç усăллă та кал-кал кайтăр тесен Чăваш наци конгресне ертсе пыракансен ретĕнче производство çыннисем, ял хуçалăх ĕçченĕсем, бизнеспа пурăнакансем, предпринимательсем тата ыттисем те пулмалла. Малашне те вырăнта пĕтĕм ĕçе чăваш чĕлхи учителĕсем çине кăна йăвантарсан наци юхăмĕ, чăвашлăх тĕпĕ-йĕрĕпе лакса ларĕ. Хальлĕхе шкул ертỹçисем, тĕпрен илсен, чăваш чĕлхипе литературишĕн, культуришĕн чăваш чĕлхи вĕрентекен кăна яваплă тесе пурăнаççĕ. Ытти учитель чылай çĕрте чăвашла тĕрĕс калаçма-çырма вĕрентессине хăйĕн тивĕçĕ тесе йышăнмасть. Наци аталанăвне уйрăмах матери пуянлăхĕ тăвакансем витĕм кỹме пултараççĕ _ укçа-тенкĕпе пулăшса, патшалăх структурипе халăх умĕнчи авторитечĕпе усă курса. Çак енчен мана пушкăрт чăвашĕсем килĕшеççĕ. Вĕсен наци ертỹçисем _ пĕтĕм республика пĕлекен хастарсем. Вĕсенчен чылайăшĕ _ предприниматель, пĕр-пĕр хуçалăх е фирма пуçлăхĕ.
Çакнашкаллине Чăваш наци конгресĕн чи çỹллĕ шайĕнче те курас килет.
Ю. ВИНОГРАДОВ, доцент, Вĕренỹ институчĕн кафедра пуçлăх
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)