23 октября 2013 г.
Ача усрава илнĕ çемьесен Пĕтĕм Раççейри форумĕ иртнĕ. Ăна Мускаври Союзсен çуртĕнчи Колонна залĕнче йĕркеленĕ. Çакнашкал çемьесем кăçалхипе виççĕмĕш хут пухăннă унта. Форума пине яхăн çын хутшăннă.
РФ вĕрентỹпе наука министрĕ Дмитрий Ливанов палăртнă тăрăх, тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хỹт-тисĕр юлнă ачасем хальхи вăхăтра Раççейри 400 пин ытла çемьере пурăнаççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çĕр-шыври тĕрлĕ ача çуртĕнчи 5887 ача çемье телейне тупнине пĕлтернĕ РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова.
Ача усрава илнĕ çемьесене патшалăх пулăшупа тивĕçтерни çинчен калаçнă форумра, тăлăхсемпе пĕр чĕлхе тупмалли мелсене сỹтсе явнă. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕн ассоциацине йĕркелесси çинчен сĕнỹ тăратнă. Чи лайăх ашшĕ-амăшне, специалистсене, коммерциллĕ мар организацисен ертỹçисене наградăсемпе чысланă.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин ача усрава илекен çемьесене пулăшас тĕллевпе çăмăллăхсен йышне анлăлатни тата ятарлă пособи тỹлеме пуçласси çинчен калакан Указа алă пуснăччĕ. Çак пулăшу 2016 çулчченех вăйра пулнине каланă форумра.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)