23 октября 2013 г.
Ĕç-пуç та кал-кал пырать, кăмăл-туйăм та пысăк, ĕмĕтсем те сулмаклă. Район администраци пуçлăхĕн тата "Авангард" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ "Сывлăх кунĕнчи" çăмăл атлетсен эстафета ăмăртăвĕ те çакнах çирĕплетрĕ. Каçхи çумăр хыççăн сĕвĕрĕлеймен ирхи ăмăр çанталăка пăхмасăрах Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадиона палăртнă вăхăта тĕрлĕ коллективри сывă пурнăç йĕркине хапăллакансем пĕрин хыççăн тепри пуçтарăнчĕç.
Районти физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов парада хутшăннисене черетлĕ ăмăртăва ăнăçлă ирттерсе яма ырă суннă хыççăн район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, районти "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ С. Перепелкин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем П. Перепелкинпа Н. Еремеев старта тăма хатĕрленекенсемпе вĕсене хавхалантарма килнĕ халăха Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ уяв ячĕпе саламларĕç, çивĕч тупăшура пысăк ăнăçу тума ырă сунчĕç.
Эстафета патаккине алла илсе чăн малтан старта тăракансем шăпăрлансем пулчĕç. Çакна та палăртса хăвармалла: çанталăк условине пăхмасăр ясли-сад коллективĕсем 5-6 çулсенчи пулас спортсменсене ăмăртăва хатĕрлесе пухни питĕ паха. Ачасене мĕн пĕчĕкрен спорта явăçтарни лайăх-çке! Хальхинче те вĕсем сахалăнах хутшăнмарĕç. 100 метрлă инçĕшне вун пилĕк командăри шĕвĕрккесем пăтрашăнкаласа пулин те финиша аванах чупса тухрĕç. Чи пысăк та сĕтеклĕ торта чăн малтан чупса çитнĕ Первомайскинчи ясли-сад команди тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем _ Патăрьелĕнчи "Юмах" тата Сăкăтри "Çăл куç" ача сачĕн коллективĕсем.
Ăмăртура кĕçĕн класа çỹрекенсен тупăшăвне пăхма та кăсăклă пулчĕ. Темиçе йĕрлĕ чупу сукмакĕпе пĕринчен тепри малалла ăнтăлаççĕ. Çак ушкăнри хастарсенчен вара Турхансене çитекенни пулмарĕ. Çивĕч кĕрешỹре вĕсем Алманчăсене хăварса финиша пĕрремĕш кĕчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти çамрăк спортсменсем те призлă вырăна çĕнсе илчĕç.
Спортра хăйсен вырăнне тупнă аслă класри каччăсемпе хĕрсем çаврăм хыççăн çаврăм тунине вара пăхнăçемĕн пăхса, сăнаса тăрас килет. Чупу техникине пăхăнса çăмăллăн малалла ăнтăлакансем пĕри е тепри пĕр-пĕринчен хăваласа иртсе каяççĕ. Куракансен пăшăрханăвĕ, пăлханăвĕ те хĕрсех пырать. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчен тупăшу çирĕм команда хушшинче иртрĕ. Пьедесталăн чи çỹллĕ вырăнне вара Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсем тăчĕç. Первомайскипе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул командисем _ иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче. Вăтам шкулсенчен вара чылай чухнехиллех чупу йĕрĕ çинче Первомайскисемпе Нăрваш Шăхальсем çивĕч тупăшрĕç.
Педагогика работникĕсем хушшинче 400 метрлă эстафетăна чупассипе те хĕрỹ кĕрешỹ Нăрваш Шăхальсемпе Первомайскисем хушшинчех çивĕчленчĕ. Хальхинче вара Нăрваш Шăхальсем хăйсен маçтăрлăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.
Хĕрарăмсен ăмăртăвне 17 коллектив команди хутшăнчĕ. Маларахри çулсенче тата ытларахчĕ-ха. Ку ушкăнра вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсем кăтартуллă пулчĕç. Сăмах май каласан, "Сывлăх кунне" тем сăлтава пула вырăнти администрацисем хастар хутшăнмарĕç. Сывă та тĕреклĕ пурнăçа пропагандăласси, çитĕнекен ăрăва, çамрăксене спорта явăçтарасси вĕсенчен чылай килет-çке! Хутшăннисенчен вара яланхиллех Аслă Чеменсем пĕрремĕш тухрĕç.
Çын пурнăçĕнче спорт пысăк та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев та ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче кун пирки çапла асăнса хăварнă: "Çынна хастар пулма, сывă пурнăç йĕркине йышăнма çамрăкранах вĕрентмелле. Çавăнпа та республикăра ачасемпе çамрăксен спортне аталантарасси тĕп вырăнта тăрать... Ачасем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сăмахпа кăна "пропагандăлакан" хăш-пĕр çынсен икĕ питлĕхне тĕпрен пĕтермелле...".
Ăмăр çанталăка пăхмасăр ăмăрту хĕрỹ иртрĕ. Старта 13 ушкăнпа 113 команда тăчĕ. "Сывлăх кунне" 600 ытла çын хутшăнчĕ. Çăмăл атлетика тупăшăвĕнче мала тухнисене пурне те Хисеп грамотипе чысларĕç, торт парса хавхалантарчĕç.
А. ЕГОРОВА
"Авангард" хаçат редакцийĕ Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСК ĕçченĕсене ăмăртăва çỹллĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн тав тăвать, пĕрлех çак йышра вăй хуракан Анатолий Витальевич Такмакова 55 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлать, ырлăх-сывлăх, телей сунать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)