АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турхан Энтрине асăнса

23 октября 2013 г.

Чăваш халăхĕ Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕ виçĕ пĕр тăван _ Якку, Хĕветĕр тата Энтри Турхансем _ çинчен çĕр çул каяллах лайăх пĕлнĕ.

Курнавăшри пуçламăш тата Елчĕкри икĕ класлă шкулсенче вĕреннĕ хыççăн аслипе кĕçĕнни Хусанти учительсен семинарийĕнче пĕлỹ илнĕ.

Энтри Турхан пиччĕшĕсенчен тĕслĕх илнĕ. 1905-1906 çулсенче литература каçалăкĕ умне тăнă, сăвăсемпе калавсем çырма тытăннă. Хусанти учительсен семинарийĕнче вĕреннĕ чухне пулас педагог Мольерăн "Хыт кукар" камитне, нимĕç çыравçин Генрих фон Паекенăн "Трапер çинчен" романне, Л. Толстойăн "Казаксем" повеçне тата вырăс классикĕн хăш-пĕр хайлавне чăвашла куçарнă. Энтри Турхан тĕн академийĕнче тата Мускаври ют чĕлхесен педагогика институтĕнче те вĕреннĕ. Вăл унта нимĕç чĕлхине алла илнĕ. Каярахпа Андрей Васильевич хăйĕн пурнăçне çамрăк ăрăва пĕлỹ парассипе çыхăнтарнă. Вăтăр çул ытла Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи шкулсенче, Патăрьелĕнчи педагогика училищинче нимĕç чĕлхи вĕ-рентнĕ.

Энтри Турхан çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа шкулта Асăну хăми уçнă. Уява республикăри аслă шкулсен ăсчахĕсемпе сумлă çыравçăсем, Асăну хăми авторĕ Петр Пупин художник, Андрей Васильевичăн ывă-лĕпе хĕрĕ _ Евгений тата Маргарита _ хутшăннă.

П. СИДОРОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика