30 октября 2013 г.
ИТЕС шăмат кун, ноябрĕн 2-мĕшĕнче, православи тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн вилнисене асăнаççĕ. Кĕркуннехи ратиттĕлте пиртен уйрăлса ĕмĕрлĕх пурнăçа куçнă тăванăмăрсен канлĕхĕшĕн çурта çутма, Тур çăкрине кĕл тутарса хăвăрăн çемйĕрпе, çывăх çыннăрсемпе пая кĕме ан манăр. Çак кунхине районти кашни чиркỹрех кĕлĕсем ирттерĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)