30 октября 2013 г.
Президиумра _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов, ЧНК Ваттисен Канашĕн ертỹçи Петр Ивантаев, ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев, ЧНК вице-президенчĕ Николай Угаслов, Пенза облаçĕн делегачĕ Анатолий Архипкин тата Пушкăрт Республикин делегачĕ Людмила Мурманская.
Хальхинче те авалран килекен йăла пирки манмарĕç, ЧНК Ваттисен Канашĕн мухтавлă çыннисем Никифор Наумов, Вера Кузьмина, Анатолий Кибеч Аслă пухăва килнисене пил пачĕç. Делегатсен пĕр ушкăнĕ тĕп хулари "Шупашкар: 500 çул" ятпа тăракан культурăпа кану паркĕнчи Юпана пуç тайма тухса кайрĕ. Чăваш наци конгресĕн гимне _ "Асран кайми" юрра _ ура çине тăрса юрларĕç. Залри халăха сцена çинчен Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн хорĕ пулăшса пычĕ.
Кун йĕркинче çак ыйтусем пулчĕç: ЧНК президенчĕн Геннадий Архиповăн сăмахĕ тата Николай Угасловăн доклачĕ; ЧНК ревизи комиссийĕн отчечĕ; суйлав ыйтăвĕсем.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй тытса пыракан патшалăх политикинчен пĕри наци ăс-хакăлне упраса хăварасси пулнине палăртрĕ. Çавна май республикăра ку енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине каларĕ. "...Культура ыйтăвĕсене çĕклес, литературăна аталантарас енĕпе патшалăх нумай пулăшать. Тăватă томлă чăваш энциклопедицĕ, 32 пин сăмахран тăракан икĕ томлă "Вырăсла-чăвашла" словарь кун çути курчĕç. 2011 çултан пуçласа Чăваш Республикин официаллă сайтĕнче республикăн тĕп хыпарĕсене чăвашлатма пуçларăмăр, _ терĕ Михаил Игнатьев. _ Юлашки çулсенче тулашри чăвашсемпе çыхăнăва упрас тата аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тунă.
Çапах та ку çителĕксĕр... ЧНК VIII съезчĕ чăваш наци аталанăвне çеç мар, пирĕн халăхăн туслăхне çирĕплетес ĕçе пысăк тỹпе хывса хăварасса шанатăп".
Михаил Игнатьев çавăн пекех патшалăх наградисем те пачĕ. Тĕп хулари 20-мĕш шкулта тăван чĕлхене вĕрентекен Валентина Лисицына "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" ята тивĕçрĕ.
ЧНК президенчĕн Геннадий Архиповăн сăмахĕ хальхинче кĕске пулчĕ. Тĕп доклада Николай Угаслов вице-президент хăй çине илнĕ.
Доклада сỹтсе явма республикăра пурăнакан, тулайран килнĕ делегатсем те хутшăнчĕç.
Аслă пуху делегачĕсем, пĕлтерĕшлĕ мĕн пур сĕнĕве кĕртсе, резолюцисем йышăнчĕç.
Юлашки ыйту _ ЧНК президентне суйласси. Сасăлава Николай Угасловпа Николай Лукианов хутшăнчĕç. Нумайрах сасă пухса (168) Николай Угаслов суйланчĕ. Мăн Канаш президиумĕн çĕнĕ йышне тĕрлĕ сферăра ĕçлекен комитетсен шутне тата йышне çирĕплетме хушса хăварчĕç.
Президиумăн çавăн пекех ЧНК Уставне улшăнусем кĕртмелле. Ăна ЧНКан черетлĕ Аслă пухăвĕнче çитес çул сỹтсе явса йышăнмалла.
Н. СМИРНОВА.
Чăваш наци конгресĕн Аслă пухăвне район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов тата Юхмапа Пăла тăрăхĕн тăватă делегачĕ _ районти тĕп библиотекăн тавра пĕлỹ пайĕн ертỹçи Нина Мазякова, Ыхра Çырминчи вăтам шкулăн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Светлана Кулакова, право йĕркине хỹтĕлекен органсен ветеранĕ, тавра пĕлỹçĕ Дмитрий Коннов тата çак йĕркесен авторĕ _ хутшăнчĕç.
Йĕркелỹ ушкăнĕн программипе килĕшỹллĕн Николай Иванович Эрĕнпур облаçĕнчи чăвашсене Пуху умĕн Патăрьелĕнче сумлăн кĕтсе илме, вырсарни кун вара Патăрьелĕнченех чыслăн ăсатса яма чылай тăрăшрĕ. Делегаци ертỹçи_ Оренбург облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн президенчĕ Петр Ильич Семенов. Вăл хăй Пушкăрт Республикинчи чăваш ялĕнче çуралнă. Каярахпа Шупашкара куçса килсе вăтам шкул пĕтернĕ. 1980 çулта Оренбургри политехника институтне вĕренме кĕнĕ, инженер-механик специальноçне илнĕ. Çакăнтах юлса тĕрлĕ организацисенче инженерта вăй хунă. 22 çул каялла металл конструкцийĕсен заводне (ООО) уçнă. Предприяти тимĕр конструкцийĕсенчен тĕрлĕ çурт-йĕр тăвас енĕпе малалла талпăнса ăнăçлă ĕçлет. Пултаруллă бизнесмена Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Оренбург облаçĕнчи суту-илỹпе экономика представителĕ пулма та çирĕплетнĕ. Петр Ильич Чăваш Енпе Оренбург хушшинчи экономикăпа культура хутшăнăвĕсене аталантарас енĕпе нумай вăй хурать. Тĕслĕхрен, вăл тăрăшнипех 2010 çулта пирĕнпе кỹршĕллĕ Комсомольски районĕнче Европа шайĕнчи çĕр улми хранилищи туса хута янă. Хăйĕн тĕп ĕçĕпе пĕрлех Петр Семенов облаçри Чăваш автономине (2009 çултанпа) ертсе пырать, фольклор коллективĕсене облаç тăрăх çỹреме тата ют регионсене кайма пысăк пулăшу парать. Вăлах Оренбургри "Нацисен хули" культура комплексĕнче музей евĕрлĕ "Чăваш картишне" тытса тăрать. Унăн тивлечĕпех кăçал июнĕн 30-мĕшĕнче Оренбургра таçтан-таçтан хăнасем чĕнсе аслă "Акатуй" уяв йĕркеленĕ. Сăмах май каласан, унта пирĕн республика чысне Патăрьел районĕ_Николай Глухов ертсе пыракан делегаци_ вăрăм çула кĕскетсе кайса "хỹтĕленĕ". Сумлă мероприятисем вăхăтĕнче пирĕн район Оренбург облаçĕнчи чăвашсем йышлăн пурăнакан Абдулино районĕпе (юлашки çырав вăхăтĕнче 2437 çын пулнă, облаçĕпе _16 пин) туслă килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшỹ çырса алă пуснă. Оренбург чăвашĕсемпе ытти регионсенчен пухăннă йăхташăмăрсене райцентрти юрăпа ташă ансамблĕ тата Аслă Арапуçĕнчи "Шуçăм" фольклор ушкăнĕ паха юрă-ташăпа савăнтарнă.
ЧНК Пухăвне килнĕ хăнасем хушшинче маларах асăннă Абдулино районĕн хастар чăвашĕ Анатолий Михайлович Михайлов предприниматель тата регионти автономи элчи Юрий Терентьевич Михайлов та пулчĕç.
Вулакансене çакна та пĕлтерсе хăварар: çитес çул "Хăвеллĕ" уçланкăри акатуя Абдулино районĕн пысăк делегацийĕ те килме шантарнă. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç _ хамăр кайса савăнни кăна çителĕксĕр. Хăнасене те кĕтме хатĕр тăмалла.
Н. ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)