АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЯВ КУНĕСЕНЧЕ КĂМĂЛТАН КАНАР

02 ноября 2013 г.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ _ уяв, хамăр историе чунтан хисеплени. Çавăнпа ăна ноябрĕн 4-мĕшĕнче паллă тăвакан районта мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн кашни культура çуртĕнче тенĕ пекех кану каçĕсем ирттерме палăртнă. Маларах пуçăннисем те пур. Акă, Алманчăри халăх музейĕнче шкул ачисемпе "Раççей _ мăнаçлă янăрать" патриотла урок йĕркеленĕ. Районти тĕп библиотекăра кĕнеке куравĕ уçăлнă. Ноябрĕн 2-шĕнче Алманчăри библиотекăра истори страницисене çутатакан мероприяти пулать. Кивĕ Ахпỹртри культура çуртĕнче эстрада юррине шăрантаракан ачасен фестиваль-конкурсне ирттерме палăртнă. Анат Туçари библиотекăра "Раççей вăйĕ халăх пĕрлĕхĕнче" выставка уçăлать. Çак кунах районти культурăпа кану центрне Чăваш халăх артисчĕн Вячеслав Христофоровăн концертне йыхравлаççĕ. Первомайскинчи культура çуртĕнче ноябрĕн 3-мĕшĕнче "Йĕри тавра Раççей _ тăван ен", районти культурăпа кану центрĕнче уяв каçĕсем пулаççĕ. Каншелĕнчи культура çуртĕнче тунти кун "Тĕслĕхпе кăтартуллă, чунпа хастар" темăпа çар тивĕçне пурнăçланă самантсен тĕл пулăвне йĕркелеççĕ. Районти "Çăкăр" музейĕнче "Эпир пĕрлĕхре" акци иртет.

(Хамăр корр.)                                  

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика