02 ноября 2013 г.
"Авангард" хаçата пĕрре те çырăнмасăр юлман, пĕр номерне вуламасан та темĕн çухатнă пекех туятăп. Материалсене 2-3 хут та пăхатăп. Хăш-пĕрне тишкерсе тухнă хыççăн хамăн çамрăклăхăм та куç умне тухать.
1954 çулта ФЗО-ра каменщика вĕренсе тухсан общежитине вырнаçтарчĕç. Пỹлĕмре эпĕ 6-мĕш пултăм: мари, тутар, пушкăрт, вырăс, интернатра ỹснĕрен ашшĕ-амăшĕ кам иккенне те пĕлмен Миша тата эпĕ, чăваш ачи. Кунта хама шуйттан шăтăкне лекнĕнех туйрăм. Пĕрремĕш шалăва илсенех картла выляма вĕрентетпĕр тесе укçана ирĕк-сĕрлесе тенĕ пек хăйсен аллисене пĕтĕрсе чикрĕç. Тум-тире те хăйсене юраканнисене сĕтĕретчĕç çеç. Ботинкăна хам тăхăнма пуçланăшăн та Коля ятлинчен патак çиме тиврĕ.
Пĕрле пурăнакансен аллисенче укçа тăмастчĕ, тỹрех эрех илсе ĕçсе яратчĕç. Кайран вара выçăллă-тутăллă пурăнатчĕç. Каç пулсан ют пахчана ỹссе çитеймен çĕр улмине вăрлама каятчĕç.
1955 çулхине çак 5 юлташран пĕрне салтака кайма ят тухать. Сиенлĕ шĕвекпе нумай хăналаннăран виççĕшĕ ĕмĕр-лĕхех куçне хупрĕç. Укçана кăларса илнĕ хыççăн виçĕ кун ĕçе пĕр тĕпренчĕк çăвара ямасăр кайрăм. Анчах кăнтăрла та мĕн те пулин çимелле-çке, ман вара ним те çук. Эпĕ выçă пулнине Канаш ачи сисрĕ, вăл апатлантарма пуçларĕ.
Телее, пире бригадипех командировкăна Кисилевск хулине, 12 номерлĕ шахтăна ĕçлеме ячĕç. И. Демченко бригадир питĕ пултаруллăччĕ. Хăй те пушă тăман, пире те ахаль лартман. Çĕрĕпе михĕсем ăшне тултарман цемента та сахал мар пушатнă. 4-5 уйăх вăй хутăмăр кунта, укçине те 4-5 пин тенкĕрен кая мар пачĕç. Каялла таврăнсан тỹрех комендант патне пытăм, хама урăх пỹлĕме куçарма ыйтрăм. Çавăн пекех шалăва та ăна патăм, каллех пĕр пуссăр юласран хăрарăм. Пуçлăх мана шахтерсем пурăнакан комнатăра пĕр пушă вырăн пуррине пĕлтерсен эпĕ хаваспах унта кайрăм.
Мордовинчен килнĕ В. Фомичевпа, Омскра çуралса ỹснĕ В. Болдышпа, Б. Семеновпа пурри-çуккине пĕрле пайлама пуçларăмăр. Вĕсем мана пурнăçра нумай пулăшрĕç, хура-шурра уйăрма вĕрентрĕç. Виççĕшĕ те 1928 çултисемччĕ. Вăрçă хыççăн çĕр-шыва çĕклемеллипе вĕсене салтака ярас вырăнне ĕçлеттернĕ.
Эпĕ командировкăра чухне шахтăра вăй хуракан электриксен курсĕ уçăлнă пулнă-мĕн. Аслă юлташăмсем пулăшнипе эпĕ унта вĕренме кĕтĕм. Вĕсемех кĕнекесем те тупса пачĕç. Виçĕ уйăхран алла документ илсенех В. Болдышпа Б. Семенов хăйсем ĕçлекен шахтăна дежурнăй электрик пулăшуçине вырнаçтарчĕç. Салтакра чухне те иккĕмĕш пĕлỹ илни мана нумай пулăшрĕ.
Çулсем иртнĕçем Çĕпĕрте пĕрле пурăннă туссене куллен тенĕ пекех аса илетĕп. Вĕсем мана хăйсен кĕçĕн шăллĕ вырăнне хурса ăс панă сăмахсене нихăçан та манас çук. Шăпа çак çынсемпе тĕл пултарман пулсан мĕнле пулаттăмччĕ-ши?
Пирĕн, вăрçă ачисен, йывăрлăхĕсем çителĕклех пулнă. Выçă та, çара уран та çỹренĕ, апла пулин те хуласене çĕкленĕ, çĕр-шыва ура çине тăратнă.
А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)