АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĕТМЕ ПĕЛЕКЕНСЕМ ТЕЛЕЙЛĕ

02 ноября 2013 г.

Йывăçсем майĕпен çулçисемпе сыв пуллашма пуçларĕç. Сарă, хĕрлĕ, хăмăр тĕспе сăрланнăскерсене кассăн-кассăн вĕрекен çил пĕр шелсĕр татса илет те çавăрттара-çавăрттара çĕр çине ỹкерет. Кĕрхи илемпе киленсе пыракан каччăпа хĕр паçăртанпах çут çанталăк "тĕртнĕ" кавирпе майĕпен çеç утаççĕ. Иккĕшĕн те куçĕсем хаваслăн çиçеççĕ. Чăнах та, паян вĕсенчен телейлĕрех çын та çук пулĕ. Çулталăк пĕр-пĕрне курмасăр пурăннă хыççăн тĕл пулчĕç. 365 кун вĕсемшĕн ытла та вăрăма тăсăлчĕ.

Сашăпа Света Канашра паллашрĕç. Хĕр медицина колледжĕнче вĕренетчĕ, каччă вара педколледжра физкультура уйрăмĕнче ăс пухатчĕ. Пĕр районтанах иккенне пĕлсен малтанласа юлташсем пек тĕл пулкаларĕç, йывăрлăхра пулăшрĕç. Туслăх юратăва куçнине, икĕ чĕре пĕр-пĕрин патне хăçан туртăна пуçланине хăйсем те сисмерĕç. Пушă вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшрĕç, уйăх çутипе киленчĕç. Светăпа пĕр пỹлĕмре пурăнакансем те йĕкĕте хăвăрт хăнăхрĕç. Саша хăнана килсенех апата лартатчĕç. Студентсен сĕтелли пит пуянах пулмасан та вĕри яшка е пăтă яланах пурччĕ. Ỹркенмен пикесем хăш-пĕр чухне кукăль, икерчĕ пĕçеретчĕç. Света уйрăмах чустапа çăрăлма кăмăллатчĕ. Вĕри кăмакаран тухакан çăкăр-булка лавккаринчен нимпе те кая марччĕ. Саша чун савнийĕ хатĕрленĕ кăпăшка çимене мухта-мухта çиетчĕ. Хушăран тата пурин умĕнчех: "Эпĕ мăшăр пулмалли хĕре суйлама пĕлетĕп çав", _ тетчĕ. Çакăн пек чухне пикен икĕ енчен те пат путакан пичĕ вăтаннипе хĕп-хĕрлĕ пулатчĕ.

Хаваслă та интереслĕ студент çулĕсем сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăнах Сашăна салтака кайма ят тухрĕ. Каччăна Света хăй тĕрленĕ ал шăллине çактарчĕ, кĕтсе илме сăмах пачĕ. Ăсату каçĕнче самантлăха та пĕр-пĕринчен уйрăлмарĕç. Иртнĕ кунсене аса илчĕç, пуласлăх пирки ĕмĕтленчĕç.

Канаша çитсен хĕр пичĕ тăрăх куççулĕ шăпăр-шăпăр юхрĕ. Йĕкĕт вара çепĕççĕн шăлчĕ, хăй часах килессине, пĕр ăна çеç юратнине пăшăлтатрĕ. Çулталăк нумаях та мар пек, анчах юратакансемшĕн çителĕклех çав вăл.

Света Шупашкарти больницăна ĕçе вырнаçрĕ. Куллен тенĕ пек Сашăна çыру çырчĕ, канмалли кунсенче шăнкăравларĕ. Чун савнине панă сăмаха çирĕп тытрĕ. Илемлĕ пикене куç хывакансем тупăнчĕç пулсан та вĕсемпе калаçмарĕ. Студент чухне çуралнă юрату тата та вăйлăрах çунма çеç пуçларĕ. Кашни кун иртмессерен тĕл пулу çывхарса килнĕшĕн чĕререн савăнчĕ. Вăхăт вăраххăн пулсан та шурĕ.

Светăн чĕри ирхине-ирех канăçлăхне çухатнăччĕ. Хĕсметрен таврăнмалли самант çитсе пынăран Саша шăнкăравламанни, пĕр хыпар та пĕлтерменни ăна шухăшлаттарать. Никам курман чухне куççульне те ирĕке ярать. Мĕн тăвăн _ хĕр чĕри! Кăнтăрла çитеспе пĕрле ĕçлекен медсестра пычĕ те Светăна пĕр çын кĕтнине пĕлтерчĕ. Света васкаса коридора тухрĕ. Хăйне хирĕç шап-шурă кĕл чечексем йăтнă Саша килнине курсан сăмах чĕнейми пулса тăчĕ. Каччăн ытамне мĕнле лекнине те сисмерĕ. Тинех, тинех икĕ савнă чĕре пĕр çемĕпе тапма пуçларĕç. Пикепе салтак тĕл пулăвне пĕрле вăй хуракансем те, пациентсем те айккинчен савăнса сăнарĕç. О. ПАВЛОВА                                        

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика