02 ноября 2013 г.
Паянхи пикесемпе йĕкĕ-тсене мĕн хумхантарать-ши? Çакна пĕлес тĕллевпе районти Çамрăксен парламенчĕ тĕрлĕ ялти, учрежденинчи яш-кĕрĕмпе тĕл пулса "Çамрăксем тата пушă вăхăт" ятпа анкетировани ирттерчĕ. Унта Патăрьелĕнче, Сăкăтра, Тутар Сăкăтĕнче, Первомайскинче, Çĕнĕ Ахпỹртре, Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнакан хĕрсемпе каччăсем, çавăн пекех университет студенчĕсем, тĕп больницăра, вĕрентỹ пайĕнче, администрацинче тăрăшакансем хутшăнчĕç.
Хуравсене тишкернĕ хыççăн чылайăшĕ (80 проценчĕ) вăхăтне интернетра, телевизор умĕнче ирттерни паллă пулчĕ. Çав вăхăтрах спортпа кăсăкланакансем те нумай. Пирĕн хушăра кĕнеке вулакансем те пур-ха, вĕсенчен ытларах пайĕ _ студентсем. Юлташĕсем патне, концертсене, дискотекăсене çỹрекенсем сахал. Культура çурчĕсенчи кружоксене утакансем те çукрах. Çавăн пекех пушă вăхăта ирттерме, çемьепе, ачасемпе уçăлса çỹреме аллейăсем, парксем, кану вырăнĕсем çуккине, кинотеатрсене, культурăпа кану центрĕсене хаваспах кайнине пĕлтерчĕç. Вырăнта ĕç тупайманни, инçет хуласене çула тухма тивни, тивĕçлĕ канăва кайнисем хушшинче вăй хуракансем нумайланни пăшăрхантарать. Пĕчĕк заводсем кирли, вĕсене тăвас ыйтăва та хускатрĕç.
Çамрăксем хушшинче пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пыракансем пурри, мал ĕмĕтпе талпăнакансем чылайăнни те савăнтарать
А. АНТОНОВА, парламент член
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)